
Куславкка муниципаллă округĕн Карач ялĕнчи библиотекăра Ксения Дудкова ĕçлеме тытăннă. Вăл «Земство культура ĕçченĕ» конкурсра çĕнтернĕ.
Тĕрлĕ çулсенче Ксения Александровна Тутарстан Республикин Строительствăпа архитектура тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх министерствинче, çавăн пекех коммерци тытăмĕсенче тăрăшнă. Ултă çул каялла вăл Хусанти православи тĕнĕн семинаринче ĕçленĕ, грантсене, студентсен проекчĕсемпе пуçарăвĕсене ĕçе кĕртессине тĕрĕслесе тăнă.
Библиотекарь каланă тăрăх, яла куçса каяс шухăш 2019 çултах çуралнă, çакăн хыççăн çемье пирĕн округри илемлĕ вырăнта вырнаçнă Карач ялĕнче çурт туяннă. 2025 çулта К. Дудкова Карачри библиотекăра ĕçлеме çын кирли çинчен пĕлнĕ. «Земство культура ĕçченĕ» программăна хутшăнни ăна тинех хăйĕн тахçанхи ĕмĕтне пурнăçлама май панă. Сăмах май, пĕлтĕр республикăра çак программăпа 8 специалиста ял-хулана ĕçлеме янă.
«Çĕнĕ ĕç вырăнĕнче эпĕ çак таранччен пухнă опытпа туллин усă курма шутлатăп. Библиотека паян - нумай функциллĕ культура учрежденийĕ, урăхла каласан, культурăпа кану центрĕ пулса тăрать. Пирĕн мĕнпур мероприятие кĕнекене вулама тата юратма хăнăхтарас тĕллевпе йĕркелемелле», - тет Ксения Александровна.
Библиотекăра ĕçлеме тытăннă çамрăк специалист Карач ялĕнче культурăпа çыхăннă пурнăçа çĕнĕ шая çĕклеме тĕллев лартнă.
О. МИХАЙЛОВА.
Сентябрь 2026 |
