Пире хамăр вăйпа çурт туса лартма çĕр лаптăкĕ уйăрса пачĕç.Унтанпа 6 çул иртрĕ, çапах та çĕнĕ пÿрт туса лартаймарăмăр. Çурт-йĕр тума паракан вăхăт пур-и тата çакăншăн пире штрафламаççĕ-и?
И. ПЕТРОВА.
Росреестрăн Чăваш Енри Управленийĕн ертÿçин заместителĕ Сергей ВАСЮКОВ çапла хуравлать:
- Харпăр хăй вăйĕпе çурт туса лартма саккунпа 7 çул уйăрнă. Çак вăхăта çĕр лаптăкĕ тĕлĕшпе харпăрлăх прави илнĕ кунран пуçласа шутлама тытăнаççĕ. Çĕр лаптăкĕпе усă курма (ĕçе кĕртме) кун çумне тата 3 çул хушса параççĕ. Çапла вара, 10 çул хушшинче сирĕн хăвăрăн çĕр лаптăкĕнче çурт туса лартмалла пулать, унсăрăн çĕр лаптăкĕпе усă курман, саккуна пăснă тесе йышăнаççĕ.
Штраф пирки калас пулсан, йĕрке çапларах: çĕр лаптăкĕ тĕлĕшпе харпăрлăх правине 2025 çулхи мартăн 1-мĕшĕччен панă пулсан, 2035 çулхи мартăн 1-мĕшĕ иртсен кăна тĕрĕслев ирттерме пултараççĕ. 2025 çулхи мартăн 1-мĕшĕ хыççăн илнĕ çĕр лаптăкĕсем тĕлĕшпе вара вĕсемпе усă курмалли вăхăта харпăрлăх правине регистрацилесен çеç палăртаççĕ. Çав тĕрĕслевсене Росреестр инспекторĕсем тата вырăнти самоуправлени органĕсем ирттереççĕ, вĕсемех çĕр лаптăкĕпе усă курас тĕлĕшпе тивĕçлĕ мерăсем йышăнмалли çинчен хуçисене асăрхаттарусем ярса параççĕ.
Сентябрь 2026 |
