Ачасене – право пулăшăвĕ

Категория: В РАЙОНЕ Опубликовано: 27.11.2026, 14:08 Просмотров: 27

Ноябрĕн 20-мĕшĕнче кашни çулах Пĕтĕм тĕнчери ачасене право пулăшăвĕ памалли куна паллă тăваççĕ. 1989 çулта çавă кун «Ачан прависем çинчен калакан конвенци» йышăннă. Унта кашни ачан пĕр-пĕрне юратакан, пĕр-пĕриншĕн тăрăшакан тата пĕр-пĕрне пулăшакан çемьере ÿсмеллине палăртнă, мĕншĕн тесен ачасем питĕ хăвăрт кÿренеççĕ, çавăнпа вĕсене пĕрехмай хÿтĕлемелле тата пулăшмалла.

Пĕтĕм Раççейри ачасене право пулăшăвĕ памалли кун йĕркипе республикăра, çав шутра Куславкка муниципаллă округĕнче те вĕсен право пĕлĕвне анлăлатмалли тата хăйсен прависене хÿтĕлеме вĕрентмелли мероприятисем нумай иртрĕç. Çак куна халалласа Пилешкасси клубĕнче «Пурте пĕлме тивĕçлĕ» ятпа право сехечĕ йĕркелерĕмĕр. Ун вăхăтĕ- нче ачасене уявăн историйĕ, Этем прави çинчен калакан конвенцинчи тĕп статьясем çинчен каласа патăмăр. Çамрăксем çавăн пекех хăйсен прависемпе тивĕçĕсем, миçе çул тултарсан административлă тата уголовлă йĕркепе явап тыттарасси çинчен тĕплĕнрех пĕлме пултарчĕç.

Ун хыççăн çак темăпа вăйă ирттертĕмĕр, арçын ачасемпе хĕрачасем ятарласа хатĕрленĕ ыйтусем çине хуравларĕç, право тата тивĕç тенине мĕнле ăнланнине уçса пачĕç.

Н. ГЕРАСИМОВА.

Добавить комментарий

Последние комментарии

Архив материалов

Ноябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 30 31 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 1 2 3 4 5 6

Праздники