Ялта чи лайăххисем

Категория: В РЕСПУБЛИКЕ Опубликовано: 27.11.2026, 13:52 Просмотров: 24

Çак ятпа республикăри Ялхуçалăх министерстви пуçарнипе шкул ачисем хушшинче пултарулăх ĕçĕсен конкурсĕ иртрĕ. Йĕркелÿ ĕçне çавăн пекех регионри Вĕренÿ, Культура министерствисем, Аграри университечĕ, Чăваш Енри Хĕрарăмсен Канашĕ хутшăнчĕç.

Конкурс тĕллевĕ - ачасемпе çамрăксене мĕн пĕчĕкренех ялсен аталанăвне явăçтарасси, хула тулашĕнче те тулли пурнăçпа пурăнма, ÿсме,тĕрлĕ енлĕн аталанма май пуррине кăтартса парасси, ялхуçалăх ĕçĕнчи çитĕнÿсемпе паллаштарасси, çутçанталăка упрама, юратма хăнăхтарасси.

Экспертсем нумай пулмасть пĕрле пухăнса конкурс валли хатĕрленĕ 200 ытла ĕçе пăхса тухрĕç. Унта пирĕн округри çамрăк талантсем те палăрчĕç: виçĕ хутчен - иккĕмĕш тата виççĕмĕш вырăнсем йышăнчĕç. Ку вăл - тăван çĕре юратнине, конкурса тăрăшса хутшăннине çирĕплетсе паракан питĕ аван кăтарту.

Çăмăл мар пулин те жюри членĕсем нумай пулмасть чи ăнăçлă ĕçсене суйласа лауреатсен ячĕсене палăртрĕç. Призлă вырăнсем йышăннисемпе савăнсах паллаштаратпăр.Тĕрлемесри вăтам шкулта 1-мĕш класра вĕренекен Арина Никонорова «Пичетленĕ ĕç» номинацире палăрчĕ. «Эпир пĕрле, эпир тĕрлĕрен» материалшăн иккĕмĕш вырăна тивĕçрĕ.

Куславккари 3-мĕш вăтам шкулта 10-мĕш класра вĕренекен Полина Захарова «Илемлĕ сăмах» номинацире «Эпĕ - хамăн ялăн сасси» ĕçпе кĕмĕл призер пулса тăчĕ.

Дарья Леонтьева, хулари 2-мĕш вăтам шкулта 9-мĕш «А» класра ăс пухаканскер, «Илемлĕ сăмах» номинацире «Çĕр çинче юлакан йĕр» ĕçпе виççĕмĕш вырăна тухрĕ.

Тĕрлемесри вăтам шкулти «Объективра» медиастуди «АгроПродвижение» видео» номинацире иккĕмĕш вырăн йышăнма пултарчĕ.

«Ялта чи лайăххисем» - питĕ чаплă конкурс. Вăл ачасене хйсен талантне кăтартса пама, тантăшĕсене ялта пурăнма чăннипех те лайăххине туйса илме пулăшать. Куславкка муниципаллă округра пурăнакансем хамăр тăрăхри шкул ачисен çитĕнĕвĕсемпе чăннипех те мухтанаççĕ.

О. МИХАЙЛОВА.

Добавить комментарий

Последние комментарии

Архив материалов

Ноябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 30 31 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 1 2 3 4 5 6

Праздники