Пĕтĕм Раççейри самбо кунĕнче, ăна ноябрĕн 16-мĕшĕнче паллă турăмăр, Куславккари сывлăха çирĕплетмелли «Атăл» спорт шкулĕн кĕрешÿ залĕ кĕрлесе çеç тăчĕ. Унта самбо секцине çÿрекенсем тата Тĕмшерти вăтам шкулти «Самбо - шкула» проекта хутшăнакансем пĕр-пĕринпе кĕрешрĕç.
Ăмăртăва ирттерме самбо енĕпе кадетсем хушшинче тĕнче чемпионатĕнче мала тухнă Артем Смирнов килсе çитни пурне те хавхалантарчĕ. Спортсменсем питĕ тăрăшрĕç, икĕ уйăх ытла тренировкăсем ирттерни сая кайманнине кăтартса пачĕç.
Турнир тăватă виçе категорийĕнче иртрĕ. 9-16 çулсенчи хĕрачасем хушшинче Мая Ростова, Ксения Иванова, Мила Грунюшкина, Елена Иванова, Вероника Петрова çĕнтерчĕç. Арçын ачасенчен Андрей Невмянов, Егор Андреев, Егор Селиванов, Гордей Бабанов, Богдан Андреев, Ярослав Кузьмин, Никита Ефимов, Евгений Алячин, Илья Серебряков, Егор Колпаков, Роман Комаров тата Валерий Иванов хăйсен виçисенче пĕрремĕш вырăн йышăнчĕç.
Çĕнтерÿçĕсемпе призерсене Куславкка муниципаллă округ пуçлăхĕ Алексей Людков алă пусса çирĕплетнĕ дипломсемпе тата медальсемпе наградăларĕç. Вĕсене çамрăк самбистсене Артем Смирнов савăнăçлă лару-тăрура пачĕ. Çакăншăн спортсменсем самаях хĕпĕртерĕç. Эпир те вĕсене ăшшăн саламлатпăр, малашне пысăк çитĕнÿсем тума сунатпăр.
А. МУССА.
Ноябрь 2026 |
