Тĕлĕнмелле пысăк кăтарту

Категория: В РЕСПУБЛИКЕ Опубликовано: 27.11.2026, 13:51 Просмотров: 22

Кăçал Чăваш Республики питĕ пысăк кăтартупа палăрнă. Пĕр гектартан 334 центнер çĕрулми кăларса пухнă. Республикăри хуçалăхсенче вара ăна пĕтĕмĕшле 371 пин тонна пухса илнĕ.

Çĕрулми тупăшне илес пулсан, кăçал Комсомольски округĕ пуринчен те мала тухнă - 25 пин тонна ытла, Патăръел округĕн кăтартăвĕ - 20,5 пин тонна, Вăрмар округĕн - 19 пин тонна.

Пахчаçимĕç те кăçал республикăра ăнса пулнă. Ăна 165 пин тонна ытла пухса илнĕ.

Куславкка округĕ ялхуçалăхĕнче республикăра пур хуçалăхсенчен те ирттернине палăртма кăмăллă: унта пахчаçимĕçĕн 40 процентне ытла пухса илеççĕ. Пурне те ырă тĕслĕх кăтартаканни - Иван Васильевич Семенов ертсе пыракан хресчен (фермер) хуçалăхĕ.

Республикăри теплицăсенче çулталăк тăршшĕпех витаминлă пахчаçимĕç лартса ÿстереççĕ. Кăçал, сăмахран, 41 тонна пахчаçимĕç туса илнĕ, тесе пĕлтерет Чăваш Республикин Ялхуçалăх министерстви.

Добавить комментарий

Последние комментарии

Архив материалов

Ноябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 30 31 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 1 2 3 4 5 6

Праздники