Географи диктанчĕ пĕрлештерчĕ

Категория: В РАЙОНЕ Опубликовано: 27.11.2026, 14:08 Просмотров: 25

Ноябрĕн 22-мĕшĕнче Раççейре географи диктанчĕ иртрĕ. Чăваш Енре пурăнакансем, çав шутра Тĕрлемесри вăтам шкул та çак чаплă акцине хастар хутшăнчĕç.

Географи диктанчĕ - Вырăс географи обществи кашни çулах йĕркелекен Пĕтĕм тĕнчери çутĕç акцийĕ. Ăна пуçласа 2015 çулта Раççей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Путин сĕннипе ирттернĕ. Унăн тĕп тĕллевĕ - çĕршывра пурăнакансем географие мĕнле пĕлнине тĕрĕслесси тата халăха наукăпа, наци еткерлĕхĕпе интереслентересси.

Ытти çулсенчи пекех, кăçал та парттăсем хушшине шкул ачисем кăна мар, учительсем те хаваспах ларчĕç, хăйсем Раççей çинчен мĕн пĕлнине тĕрĕслес терĕç.

Диктантра тĕпрен илсен çак çулхи юбилейсемпе çыхăннă ыйтусем пулчĕç: В.И. Даль çуралнăранпа 225 çул çитни, М. Е. Салтыковăн - 200 çулхи, Раççейри Патшалăх академи Пысăк театрĕн 250 çулхи юбилейĕсем, çавăн пекех Раççейпе БРИКС çĕршывĕсен историпе культурăри тата географири çыхăнăвĕсем. Çав хушăрах «Этем тата географи» темăна уйрăмах пысăк тимлĕх уйăрнăччĕ.

Диктантăн тĕп вариантне кăçал 30 ыйту кĕртнĕ, ытти çулсенче унта 40 ыйтуччĕ. Вăл икĕ пайран тăчĕ.

К. ГУРЕНЬКОВА.

Добавить комментарий

Последние комментарии

Архив материалов

Ноябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 30 31 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 1 2 3 4 5 6

Праздники