Çывăх çыннăрсем тимлĕхпе савăнтарччăр

Категория: В РАЙОНЕ Опубликовано: 27.11.2026, 13:48 Просмотров: 27

Ноябрĕн юлашки вырсарникунĕнче Раççейре чи çутă та чуна пырса тивекен уявсенчен пĕрне - Амăшĕн кунне паллă тăваççĕ. Куславкка районĕнчи И.Е. Виноградов ячĕллĕ тĕп больницăри хĕрарăмсене консультаци паракан пÿлĕмре ăна халалласа çак кунсенче ача амăшĕ пулма хатĕрленекенсемпе ăшă тĕлпулу иртрĕ.

Анне пуласси - хăвăн чĕрÿн пĕр пайне тепĕр çынна, вăл унра та тапма пуçлатăр тесе, пама хатĕрри. Пĕчĕк пепке çураласса кашни çемьерех чăтайми кĕтеççĕ, уншăн савăнаççĕ. Çав хушăрах тĕрлĕ ыйту сиксе тухать, ачасене ÿстерме патшалăх мĕнле пулăшу пани те интереслентерет. Куславккари халăха социаллă пулăшу паракан комплекслă центр ертÿçи Елена Чапурина çĕршывра амăшĕсемпе ачисене пулăшассине яланах пысăк тимлĕх уйăрни, амăшĕсем те, пĕчĕк шăпăрлансем те хăйсене лайăх туйччăр тесе тин çуралнă ачасене кирлĕ хатĕрсемпе тивĕçтерни, комплекслă центрта вĕсене кĕске вăхăтлăха хăвармалли ятарлă ушкăн ĕçлени çинчен каласа пачĕ.

Елена Александровна хаклă хĕрарăмсене, пулас ача амăшĕсене çывхарса килекен уявпа саламларĕ, иксĕлми телей, кил ăшшине упрама сунчĕ. Амăшĕ пуласси хĕрарăмăн сăваплă тивĕçĕ пулнине аса илтерчĕ.

О. МИХАЙЛОВА.

Добавить комментарий

Последние комментарии

Архив материалов

Ноябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 30 31 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 1 2 3 4 5 6

Праздники