Ноябрĕн 20-мĕшĕнче, Ачасен Пĕтĕм тĕнчери кунĕнче, пирĕн хулари тĕп библиотекăра 3-мĕш вăтам шкулти 11-мĕш классенче вĕренекенсем валли «Право ыйтăвĕсене пĕлетпĕр» темăпа калаçу сехечĕ иртрĕ.
Ку мероприятие Чăваш Республикин адвокатсен «Республиканская» коллегийĕн Куславккари 2-мĕш филиалĕн адвокачĕ Владимир Георгиевич Данилов, Куславкка муниципалитечĕн нотариусĕ Екатерина Александровна Михайлова хутшăнчĕç.
Владимир Георгиевич малтанах хальхи вăхăтра час-часах тĕл пулакан кибербуллинг (Интернетра çынсене кÿрентерни) çинчен каласа пачĕ. Пурнăçра тĕл пулакан тĕслĕхсем илсе парса, вăл сайтсенче усă курма юраман ÿкерчĕксемшĕн, суя йыхравсемшĕн, пĕлтерÿ-семшĕн тата ют çынсен çемьери ÿкерчĕкĕсемшĕн штрафлама е çула çитмен ачасен ĕçĕпе ĕçлекен комиссинче явап тыттарма пултарасси çинчен асăрхаттарчĕ. Владимир Георгиевич çавăн пекех преступлени тăвакансен ушкăнне çăмăллăнах лекме пултарасси çинчен те каларĕ. Калăпăр, пĕлмен çынсен çыхăнăвĕнче урама тухса шÿтлĕ майпа шкула сирпĕтме чĕнсе каласан.
В. Данилов хăйĕн калаçăвĕнче çавăн пекех çула çитмен ачасен прависене тата тивĕçĕсене пысăк тимлĕх уйăрчĕ. Вăл çавна май Раççей Федерацийĕн ачасене, çул çитмен çамрăксене пырса тивекен статйисене илсе кăтартрĕ.
Екатерина Александровна малтанах шкул ачисенчен вĕренекенсем право текен ăнлав çинчен мĕн шухăшлани пирки ыйтса пĕлчĕ. Унтан вăл вĕсене нотариусăн хальхи обществăри вырăнĕ, вăл кулленхи ĕçре мĕнле документсемпе ĕçлени пирки каласа пачĕ. Вĕренекенсене çавăн пекех нотариус ачасен саккунлă интересĕсемпе прависене хÿтĕлени пирки те каласа пачĕ. Сăмахран, çул çитмен ачасен пурлăхпа çыхăннă интересĕсене хÿтĕлени, вĕсем миçе çулта чухне кĕсъери укçапа усă курма пултарни тата нотариус сĕннипе хăйсен пурлăхĕпе усă курма пултарни çинчен тата ытти ыйтусемпе те.
Тĕлпулу пуриншĕн те усăллă иртрĕ. Шкулта вĕренекенсене интереслентерекен нумай ыйтăва хускатрĕç унта. Право темипе çыхăннă калаçу вĕренекенсен асĕнче нумайлăха асра юласса шанас килет.
Н. МАЛОВА, А. САВЕЛЬЕВА.
Ноябрь 2026 |
