Иртнĕ эрнере Куславкка муниципаллă округĕнчи Централизациленĕ клуб системин пултарулăх коллективĕ Елчĕк ял тăрăхĕнчи анлă Атăл хĕрринче вырнаçнă Криуш ялне çитсе килчĕ, унта пурăнакансене илемлĕ юрă-кĕвĕпе савăнтарчĕ, халăх кăмăл-туйăмне çĕклерĕ.
Çанталăк çумăрлă пулнине кура концерт клубра иртрĕ. Ялта пурăнакансем пуçарнипе 2024 çулта туса лартнă культура вучахĕ хăнасене тарават кĕтсе илчĕ, куракансем те нумайччĕ. «Надежда» вокал ансамблĕ, Олег Маловпа Елена Лебедева хăйсен юратнă юррисене шăрантарчĕç. Олег çавăн пекех аллине гитара тытрĕ те темиçе юрă юрласа пачĕ, хăйĕн илемлĕ сассипе куракансене тыткăнларĕ (ÿкерчĕк çинче).
«Залра ларакансем тимлĕ итлерĕç пултарулăх ăстисене, вĕсене хавхалантарас тесе кашни юрра тенĕ пек пĕрле юрларĕç, ăшшăн тав туса нумайччен алă çупрĕç. Концерт вĕçленсен вырăнти артистсене урама тухсах ăсатса ячĕç криушсем, татах та килсе çÿреме ыйтрĕç», - каласа пачĕ нумай функциллĕ «Автоклуб» центр заведующийĕ Екатерина Русина.
Ялтан яла çитсе уявсем ирттересси пирĕн округра, республикăри ытти çĕрти пекех, «Çемье» наци проекчĕ-пе килĕшÿллĕн пулса пырать. Вăл пулăшнипе муниципалитетсене нумай функциллĕ «Автоклуб» центрсем уйăрса панă. Куславкка округĕнчи культура ĕçченĕсене «ПАЗ» маркăллă автобуспа икĕ çул каялла тивĕçтернĕ. Кăçал вĕсем территори пайĕсенчи пĕр-пĕринчен аякра вырнаçнă ялсене çитсе 28 хутчен концерт кăтартрĕç. Çавăн пекех палăртас пулать, çынсем концерт курма пынипе пĕрлех пĕр-пĕринпе тĕл пулса калаçма, çĕнĕ хыпарсемпе палашма пултараççĕ.
Е. АНДРЕЕВА.
Ноябрь 2026 |
