Анне, анне, аннеçĕм

Категория: В РАЙОНЕ Опубликовано: 27.11.2026, 13:50 Просмотров: 26

Чăваш Республикин Вĕренÿ министерстви ирттерекен «Аннене юратса» акцие республикăри мĕнпур шкул хутшăнать. Çакă уяв кăçал ноябрĕн 29-мĕшĕнче иртет.

Куснарти вăтам шкулта Амăшĕн кунне палăртма хатĕрлекенсем, хăйсен амăшĕсен ячĕпе ырă сăмахсем калакансем, вĕсене сума сăвакансем сахал мар.

Амăшĕн кунне халлаласа Дарья Дудина, Кира Кириллова, Варвара Педюсева, Мария Степанова, Есения Федотова, Регина Алендеева ертсе пынипе вĕренекенсем питĕ илемлĕ открыткăсем хатĕрлерĕç, асăнмалăх ырă сăмахсем çырчĕç. Шел те, хĕрачасем усă курнă видео ăнăçлах пулса тухмарĕ, анчах та та вĕсем хăйсен амăшĕсем пирки мĕн каланине тÿрех ăнланса илме пулать: амăшĕсене пурте юратаççĕ, хисеплеççĕ, сума сăваççĕ, мĕншĕн тесен, аннерен хакли çук, нихăçан та пулаймĕ.

Н. Петрова.

Добавить комментарий

Последние комментарии

Архив материалов

Ноябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 30 31 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 1 2 3 4 5 6

Праздники