Виçĕ тĕрлĕ хак параççĕ

Категория: В РЕСПУБЛИКЕ Опубликовано: 27.11.2026, 13:50 Просмотров: 24

Чăваш Енри вунă шкулта арçын ачасемпе хĕрачасем хăйсене мĕнле тытнине хак параççĕ. Кăçал сентябрĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа вĕсенче 2- 8-мĕш классенче вĕренекенсем тĕлĕшпе эрнере пĕр хутран кая мар журналта «питĕ аван», «йĕркеллĕ» тата «питĕ начар» паллăсем лартаççĕ.

Пилотлă (çĕнĕ) проекта Шупашкар хулинчи, Куславкка, Муркаш тата Шупашкар округĕсенчи вунă шкул хутшăнаççĕ. Вĕсенче унпа çыхăннă документсене çĕнетнĕ, командăсене вĕрентсе хатĕрленĕ. Ăна «Çамрăксем тата ачасем» наци проекчĕпе тата регионти «Педагогсемпе наставниксем» проектпа килĕшÿллĕн пурнăçлаççĕ.

Унăн малтанхи итогĕсене республикăри вĕренÿ институчĕн стратегиллĕ сессийĕнче пĕтĕмлетнĕ. Унта хутшăннисем система ĕçленине, çак çĕнĕлĕх шкул ачисене хăйсене лайăхрах тытма хавхалантарнине палăртнă. Вĕренекенсенчен, вĕсен ашшĕ-амăшĕсенчен тата педагогсенчен ытларахăшĕ унпа кăмăллă. Çав хушăрах ачасем хăйсене мĕнле тытнине хак панинче хăшпĕр çитменлĕхсем тупса палăртнă, вĕсене сÿтсе явма пăхнă.

Çĕнĕлĕхпе ĕçлекен шкулсен администрацийĕсем тата педагогсем хушшинче сентябрь-октябрь уйăхĕсенче социологи ыйтăмĕ ирттернĕ пулнă. Шкулсем çавăн пекех федераллă оператора пĕрремĕш чĕрĕк мĕнле иртни çинчен пĕлтернĕ.

 

Добавить комментарий

Последние комментарии

Архив материалов

Ноябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 30 31 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 1 2 3 4 5 6

Праздники