Хăрушсăрлăх - тĕп вырăнта

Категория: В РАЙОНЕ Опубликовано: 27.11.2026, 13:49 Просмотров: 27

Елчĕкри вăтам шкулта çак кунсенче ашшĕ-амăшĕсен пĕрлехи пухăвĕ иртрĕ. Калаçу, тĕпрен илсен, цифрăсемпе çыхăннă тĕнчере ачасене хÿтĕлесси пирки пычĕ.

Киберхăрушсăрлăх мĕне пĕлтернине пурте ăнланаççĕ, çавăнпа вĕренекенсене Интернетри хăрушлăхран хÿтĕлеме тăрăшаççĕ. Пухура Елена Юсова педагог-психологпа пĕрле ашшĕ-амăшĕсем шкул ачисем кашни утăмра тенĕ пек тĕл пулакан хăрушлăхсене сÿтсе яврĕç, вĕсем ачасене хăш енчен сиен кÿме пултарнине тата Интернетра шкул ачисем тĕл пулакан ытти пăтăрмахсене ăнланма тăрăшрĕç. Пуху республикăра çак кунсенче пыракан «Ашшĕ-амăшĕсен киберпатрулĕ» проектпа килĕшÿллĕн иртрĕ. Халĕ пирĕн вĕренекенсен ашшĕ-амăшĕсем хăйсен ачисене онлайн мелпе иртекен хăрушсăрлăх пирки пĕтĕмпех каласа ăнлантарма пултараççĕ.

Тĕлпулу вăхăтĕнче шкулти ашшĕ-амăшĕсен комитечĕн председателĕ Ирина Данилова та тухса калаçрĕ. Вăл çак тема пуриншĕн те çивĕч пулнине палăртрĕ, вĕренекенсен республикăри киберпатруле кĕнĕ ашшĕ-амăшĕсемпе пĕрле октябрьте ку тĕлĕшпе ятарласа вĕренни çинчен каласа кăтартрĕ.

Вĕреннине пурнăçра усă курнă май ачасен ашшĕ-амăшĕсем тата экспертсем кашни ыйтăва пĕрле татса параççĕ, ачасен хăрушсăрлăхĕ тĕлĕшпе те пĕрле ĕçлеççĕ. Пурнăçра шăпах çапла пулмалла та ĕнтĕ.

Елчĕксен пуçарăвĕсем пуриншĕн те ырă тĕслĕх пулса тăраççĕ.

Н. Николаева.

Добавить комментарий

Последние комментарии

Архив материалов

Ноябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 30 31 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 1 2 3 4 5 6

Праздники