Кадрсен центрĕ сĕннипе

Категория: В РАЙОНЕ Опубликовано: 04.09.2026, 14:06 Просмотров: 45

Шупашкарти строительствăпа хула хуçалăхĕн техникумĕнчен «Дизайн» специальноçпа вĕренсе тухнă вунтăххăрти Александра Гаврилова алла илнĕ профессипе ĕç тупайман. «Раççейри ĕç» Кадрсен центрĕнче пулнă хыççăн тепĕр эрнеренех ăна çĕнĕ должность - МФЦра документсем йышăнакан тата паракан специалист пулма сĕннĕ.

- Эпир Александрăна патшалăх пулăшăвĕн тĕсĕсемпе паллаштартăмăр, ĕçе вырнаçтаракан служба урлă социаллă контрактпа пĕр-пĕр вырăна вырнаçсан лайăхрах пулни çинчен каласа патăмăр,- ăнлантарать Куславккари Кадрсен центрĕн ертÿçи Любовь Осипова. - Халĕ Александра патшалăхран тăватă уйăх хушши 17 пин те 960 тенкĕ илсе тăрĕ. Патшалăх паракан пулăшу пурĕ 71 пин те 840 тенкĕпе танлашать.

«Мана çынсемпе хутшăнма килĕшет, коллектив туслă, ыранхи кун мĕнле пуласси текех хăратмасть. Кунта документсемпе ĕçлеме вĕрентеççĕ, пулăшаççĕ»,- тет Александра.

Куславккари Кадрсен центрне ĕçе кĕрес ыйтупа çулталăк пуçланнăранпа 84 çын пынă, вĕсенчен 37-шĕ çĕнĕ ĕçе вырнаçнă, 23 арçынпа хĕрарăм социаллă контракт çырса пулăшу илнĕ.

Добавить комментарий

Последние комментарии

Архив материалов

Сентябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4

Праздники