Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Олег Николаевăн «Ниме - Халăх бюджечĕ» программипе килĕшÿллĕн пуçарнă ĕçсем малалла пыраççĕ.
Куславкка округĕнче, тĕслĕхрен, тирпей-илем кĕртессипе, хăтлăх кÿрессипе çыхăннă 19 проекта пурнăçа кĕртме палăртнă. Вĕсенчен пĕри - Куславкка хулинчи «Геометрик» паркĕнчи пĕве. Рабочисем унăн илемĕпе пырса киленмелли вырăн хатĕрлеме пуçланă.
Муниципалитетăн Октябрьская урамĕнчи 89-мĕш çурт картишĕнче вара ачасем валли вылямалли лаптăк тăваççĕ.
х х х
Варасăрта клубпа юнашар темиçе çул хушши çумкурăк ашкăрнă. Ялта пурăнакансем çак лаптăкран хăтлă, пурне те илĕртекен кĕтес тума тахçанах ĕмĕтленнĕ. Кăçал тинех вĕсен ĕмĕчĕ пурнăçланĕ.
Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев пуçарнă «Ниме - Халăх бюджечĕ» программăпа килĕшÿллĕн тата «Раççей ялĕ» проект пулăшнипе кунта хĕрÿ ĕç вĕрет. Варасăрта пурăнакансем те хастар пулнине палăртмалла. Вĕсем сĕннĕ проект конкурсра çĕнтернĕ. Лаптăка тирпей-илем кĕртме тата йĕркелеме республика бюджетĕнчен 382,7 пин тенкĕ уйăрнă, вырăнти бюджетран тата ялта пурăнакансем 47,8 пиншер тенкĕ куçарса панă.
Подряд организацийĕ «Стройэнерго» ООО проекта часах пурнăçа кĕртĕ. Унта ĕçсем мĕнле пынипе нумай пулмасть муниципалитет пуçлăхĕ Алексей Людков тата «Чăваш Республикинчи муниципаллă пĕрлешÿсен совечĕ» ассоциацин ĕç тăвакан директорĕ Александр Кузнецов паллашрĕç. Унта волейболла тата ачасене вылямалли лаптăксем йĕркеленĕ.
Юлашкинчен тата хăрушсăрлăхпа, хăтлăхпа çыхăннă ыйтусене татса парĕç.
О. МИХАЙЛОВА.
Сентябрь 2026 |
