Куславкка муниципаллă округĕнче пĕр ялта пурăннă хĕрарăм мĕнле вилнине тĕпчесе палăртаççĕ.
Августăн 24-мĕшĕнче Якуньккă ялĕнчи çуртсенчен пĕрин нÿхрепĕ-нче 84 çулхи кил хуçин виллине тупнă. Ку факт тăрăх Раççейри Следстви комитечĕн Чăваш Республики тăрăхĕнчи следстви управленийĕн Çĕрпÿри районсем хушшинчи следстви пайĕ тĕрĕслев ирттерет.
Малтанлăха палăртнă тăрăх, хĕрарăм нÿхрепе аннă, пĕр кун маларах вăл унта кăшлакан чĕрчунсенчен хăтăлас тесе пластик (пластмасса) савăт çунтарнă. Çавăнпа йĕрке хуралçисем хĕрарăм уçăлтарман вырăнта пухăннă газпа сывланине пула сарăмсăр вилнĕ тесе шутлаççĕ.Сăмах май каласан, нÿхрепре инкек куракансем унччен те сахал мар пулнă. Çавăнпа та унта аниччен малтан уçăлтарнине нимĕн те çитмест. Сыхлакана Турă сыхлать тесе ваттисем ахальтен каламан пулĕ.
Хальхи вăхăтра тĕрĕслевпе çыхăннă мероприятисем пыраççĕ, ĕç-пуçа уçăмлатас тĕлĕшпе ĕçлеççĕ.
П. ПАВЛОВ.
Сентябрь 2026 |
