
Таврара ылтăн кĕркунне хăйĕн илемĕпе илĕртсе савăнтарать. Çанталăк питĕ хитре, тĕрлĕ тĕспе савăнтарать. Республика Пуçлăхĕ Олег Николаев пуçарнă «Чăваш Енре хитре» проектпа килĕшÿллĕн Пилешкасси ялĕнчи клубра кĕр парнисен выставкине йĕркелерĕмĕр. Çанталăкĕ те хĕвеллĕ пулнă май куравпа паллашас текенсем кунта нумай пухăнчĕç.
Выставкăра ялта пурăнакансем хăйсен пахчисенче ÿстернĕ темĕн тĕрлĕ улма-çырла, пахчаçимĕç çителĕклех пулчĕ. Вĕсем тĕрлĕ тĕссемпе хăйсем патне илĕртрĕç. Курава хутшăнакансем пахчисенче çитĕннĕ тĕлĕнмелле çимĕçсемпе кĕрхи илемлĕ чечексене ялйыша савăнтарма клуба илсе пычĕç. Çитменнине тата кашни экспонат пĕр-пĕринчен мĕнпе те пулин уйрăлса тăрать.
Выставкăна хутшăннисем пурте ырă сăмаха тивĕçлĕ, ял халăхне чăн-чăн уяв туса пачĕç, хаваслă кăмăл-туйăм парнелерĕç. Пуян тухăç парнеленĕшĕн ылтăн кĕркуннене те тавах.
Ю. КУЗНЕЦОВА.
Сентябрь 2026 |
