Ĕмĕтне пурнăçланă

Категория: В РАЙОНЕ Опубликовано: 18.09.2026, 12:58 Просмотров: 19

Фельдшер - ялта чи кирлĕ тата хисеплĕ çынсенчен пĕри. Куславкка округĕн Тĕрлемесри фельдшерпа акушер пункчĕн заведующийĕ пулса акă ĕнтĕ виçĕ уйăх медицина сестри Екатерина Миронова ĕçлет.

Хальхи вăхăтпа килĕшсе тăракан модуллĕ ФАПа Кивĕ Тĕрлемесре «Вăрăм та хастар пурнăç» наци проекчĕпе килĕшÿ-ллĕн туса лартнă. Унта диспансеризацин пĕрремĕш тапхăрне ирттереççĕ: артерири юн пусăмне тĕрĕслеççĕ, ЭКГ тăваççĕ, анализ валли юн илеççĕ тата ытти те.Çавăн пекех ятарлă тухтăр патĕнче пуличчен сывлăха тĕрĕслеççĕ тата васкавлă пулăшу параççĕ.

Кивĕ Тĕрлемесре 316 çын пурăнать, урамсем кĕске мар, хăшĕпĕ- рисем фельдшер пунктĕнчен 4 çухрăм ытла инçетре вырнаçнă. Çапах та Екатерина Миронова хăйĕн кашни пациенчĕпе паллашма ĕлкĕрнĕ тесен те йăнăш мар.

«Фельдшерпа акушер пункчĕн заведующийĕ пулма уйăрса лартиччен эпĕ медицинăра ĕçлесе опыт пухайманччĕ. Анчах та виçĕ уйăх иртнĕ май çапла калама пултаратăп: «Эпĕ хамăн вырăнта! Яла ĕçлеме куçса килнишĕн пĕрре те ÿкĕнместĕп, кунта эпĕ хама чăннипех те телейлĕ туйма пуçларăм. Ĕçе кулленех тулли кăмăлпа тухса утатăп, мĕншĕн тесен кашни кун тĕрлĕрен иртет, паян мĕн пуласси пирки эпĕ малтанах пĕлсе тăраймастăп. Пур чухне те хам шухăшланă пек иртмест ĕç кунĕ. Ман шутпа, ялти фельдшерпа акушер пунктĕнче ĕçлеме, калăпăр, поликлиникăринчен чылай интереслĕрех. Ман пата йышăнăва пыракансем - ырă кăмăллă, ыттисене пулăшма тăрăшакан çынсем. Малтанхи вăхăтра эпĕ пурне те тĕрĕсех тăватăпши тесе пăшăрханаттăм, çавăнпа васкамасăр, асăрханса ĕçлеттĕм, мана уншăн никам та пĕрре те айăпламарĕ. Пачах урăхла, хăйсене йышăнасса, сывлăхĕ пирки ыйтса пĕлессе пурте чăтăмлăн кĕтрĕç. Эпĕ каларăм ĕнтĕ, пирĕн ял самаях пысăк, çавăнпа тепĕр çул велосипед туянма шутлатăп, унпа ĕçе çÿреме те, чирлĕ çынсем патне çитме те çăмăлрах пулĕ»,- терĕ Екатерина Миронова.

Пирĕн районти И.Е. Виноградов ячĕллĕ тĕп больницăна ĕçлеме вырнаçнă чухне çамрăк фельдшер «Земство фельдшерĕ» программăпа усă курнă, медицина ĕçченĕсене паракан тĕллевлĕ тÿлев илнĕ.

Аса илтеретпĕр, Куславкка районĕнчи тĕп больницăра çамрăк специалистсене ĕçе вырнаçтарассине пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Раççейре 2030 çулччен «Земство тухтăрĕ» тата «Земство фельдшерĕ» программăсем ĕçлеççĕ. Уйрăмах кирлĕ специальноçсене алла илнисене ятарлă тÿлевпе тивĕçтермелли программа вăйра тăрать. 2023 çултан пуçласа ялсене куçса каякан врачсемпе медицина ĕçченĕсене социаллă тÿлев тата çавăн пекех пурăнмалли çурт-йĕр е хваттер тара тытса пурăннăшăн компенсаци параççĕ. Çавăн пекех тĕллевлĕ майпа вĕренме кĕме, аслă пĕлÿ май пур.

Р. КОВАЛЕВА.

Добавить комментарий

Последние комментарии

Архив материалов

Сентябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4

Праздники