Чăваш Енре пурăнакансем регионсем хушшинчи «Симĕс урапа» акцине хастар хутшăнаççĕ. Çынсем кивĕ автомобиль покрышкисене пухма тытăннăранпа пĕр уйăх çеç иртнĕ-ха, çапах та çак хушăра ăçта килчĕ унта выртакан, юрăхсăра тухнă 8 пин ытла урапа пухса кирлĕ çĕре ăсатнă.
Каярах вĕсене ирĕлтерсе автомобильсем валли çĕнĕ шинăсем, экологи тĕлĕшĕнчен таса топливо, моторсем валли тĕрлĕ йышши çу тата экологие варалама паман япаласем хатĕрлеççĕ.
Чăваш Ен Экологи министерствинчен пĕлтернĕ тăрăх, çак мероприяти «Экологи ăнăçлăхĕ» наци проекчĕпе килĕшÿллĕн иртет. Республикăра халĕ 16 çĕрте кивĕ покрышкăсем йышăнаççĕ, çав шутра Куславккари Сетевой урамра та. Сăмах май каласан, пирĕн патра ку ĕçе мĕнле йĕркеленипе кÿршĕсем - Мари Эл Республики те интересленме тытăннă.
Сентябрь 2026 |
