Тăшмана парăнман

Категория: В РАЙОНЕ Опубликовано: 11.09.2026, 11:24 Просмотров: 13

Сентябрĕн 7-мĕшĕнче Энтри Пасарĕнчи вăтам шкулта пысăк пĕлтерĕшлĕ темăпа йĕркелекен калаçусенчен пĕрне Ленинград блокади пуçланнăранпа 85 çул çитнине халалларĕç. Хупăрлав 1941 çулхи сентябрĕн 8-мĕшĕнчен пуçласа 1944 çулхи январĕн 27-мĕшĕччен тăсăлнă.

1-5-мĕш классенче вĕренекенсем валли «Паттăрлăх тата астăвăм» ятпа ятарлă урок иртрĕ. Шкул ачисем çак хулара пурăннисен хăюлăхĕпе чăтăмлăхĕ, выçлăха, сивве тата пĕрмаях персе тăнине пăхмасăрах Çĕнтерĕве çывхартма пулăшни çинчен нумай çĕннине пĕлме пултарчĕç. Ленинград хулине тăшман çарĕ вăрçă пуçлансанах хупăрласа илнĕ. 3 миллиона яхăн çын тыткăнри пек пурăннă. Кунĕн-çĕрĕн бомба-снаряд ÿксе çурăлнă. Унтан хăрушă выçлăх пуçланнă. Хула урамĕ- сенче чĕрчунсем кăна мар, курăк та юлман. Кунсерен çĕршер çын пурнăçран уйрăлнă...

Блокада 872 куна тăсăлнă, пĕтĕмпе 2 миллион çыннăн кунçулне татнă. Çапах та Ленинград чĕрĕ юлнă, темле вăйсăрлансан та тăшмана парăнман.

А. ИВАНОВ.

Добавить комментарий

Последние комментарии

Архив материалов

Сентябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4

Праздники