Çак кунсенче Чăваш кĕнеке издательствинче Александр Пăртта (Степанов) çырнă пьесăсен пуххин иккĕмĕш кĕнеки пичетленсе тухрĕ.
Вулакансем астăваççĕ пулĕ, пĕрремĕш кĕнеки «Ман пылак çырлам» ятпа 2024 çулта кун çути курнăччĕ. Халăх ăна кăмăлласа йышăнчĕ. Унта ытларах драмăсем кĕнĕччĕ. Иккĕмĕш кĕнеки вара «Савнă тусăм - кăвак куçăм» ятпа пичетленчĕ. Редакторĕ - Алина Майорова, художникĕ - Ирина Калентьева.
Александр Пăрттана вулакансем ăста çыравçă пек кăна мар, пултаруллă артист пек те пĕлеççĕ. Вăл Ярославль хулинчи Ф. Волков ячĕллĕ академи драма театрĕ çумĕнчи Театр институтĕнче пĕлÿ илсе 1990 çултанпа Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ Чăваш патшалăх çамрăксен театрĕнче ĕçлет. Хăй нумай çул сцена çинче тăрăшнăран пулĕ, унăн пьесисем аван пулса тухаççĕ.Вĕсене литературăна юратакансем кăмăлласа вулаççĕ, халăх театрĕсем те хапăлласа йышăнаççĕ.
Александр Иванович - Чăваш республикинчи профессиллĕ писательсен союзĕн членĕ, Нестĕр Янкас ячĕллĕ преми лауреачĕ, Чăваш республикин халăх артисчĕ. 2021 çулта Ресгионсем хушшинчи çамрăксен театрĕсен Иосиф Дмитриев (Трер) ячĕллĕ фестивалĕнче çак кĕнекене кĕнĕ «Çил çинчи çамрăклăх» хайлав чи çивĕч пĕлтерĕшлĕ пьеса паллине çĕнсе илнĕ.
«Савнă тусăм - кăвак куçăм» кĕнекене 1997-2015 çулсенче тĕрлĕ жанрпа çырнă сакăр пьеса кĕнĕ. Унта ытларах камитсем, çав хушăрах драмăсемпе юмах та пур. Вĕсенчен нумайăшне республикăри профессиллĕ театрсен сцени çинче кăтартнă. Паянхи кун «Çил çинчи çамрăклăх» пьеса тăрăх лартнă спектакле Чăваш патшалăх çамрăксен театрĕнче курма пулать.
Пьесăсен тĕп теми - ырăпа усал хушшинчи хирĕçÿ. Чăваш тата вырăс литературин хайлавĕсенче тĕл пулакан çак тема Александр Пăрттан пултарулăхĕнче те паллă вырăн йышăнать. Автор чăваш ялĕнче çуралса ÿснĕ, çакă унăн хайлавĕсенче те палăрать. Вăл ял çыннисем йывăрлăхсене кулăшпа çивĕч ăстăн пулăшнипе çĕнтерсе пынине кăтартать. Кĕнекере хула пурнăçĕн темине те хускатнă. Сăнарсем йывăр лару-тăрăва лексен те çынлăха çухатмаççĕ, пĕр-пĕрне пулăшса пыраççĕ.
Пьесăсен пуххи вулама кăмăллакансемшĕн, республикăри тата ун тулашĕнчи чăвашла спектакльсем лартакан театрсемшĕн паха парне пулĕ.
А. МАЙОРОВА.
Сентябрь 2026 |
