2026 çулта Раççейре пĕрремĕш хут асран кайми çĕнĕ куна - Раççей Федерацийĕн халăхĕсен чĕлхисен кунне уявланă. Çав уява РФ Президенчĕн Владимир Путинăн пĕлтĕрхи ноябрĕн 4-мĕшĕнчи Указĕпе килĕшÿллĕн йĕркеленĕ. Сентябрĕн 8-мĕшне суйласа илни питĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ - çав кун Расул Гамзатов поэт çуралнă.
Сентябрĕн 8-мĕшĕнче «Раççей - халăхсен çурчĕ» темăпа пур çĕрте те пĕрремĕш хут диктант йĕркеленĕ. Унăн тексчĕсен авторĕ - Дагестанăн тата нумай нациллĕ совет литературин чăн-чăн мухтавĕ пулса тăнă авар халăх поэчĕ Расул Гамзатов.
Куславкка муниципаллă округĕн Тĕрлемесри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулĕнче вĕренекенсемпе учительсем те диктант çырма хаваспах хутшăннă. Пĕтĕм Раççей диктантне вăтăррăн çырма кăмăл тунă, вĕсен йышĕнче вунпĕр вĕрентекенпе вунтăхăр шкул ачи пулнă.
Сентябрь 2026 |
