Мухмăр - чирĕн иккĕмĕш тапхăрĕ

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 11.09.2026, 11:27 Просмотров: 14

Шел пулин те, эрех-сăра хальхи вăхăтра уяв йăли-йĕркине çирĕп кĕрсе вырнаçнă. Çĕнĕ çулта шампански ĕçни, ăнăçупа саламлани е каçхине канмалла тесе пĕр-ик черкке ĕçсе яни - пурте сылăхшăн хăрушсăр пек туйăнаççĕ, пурнăçра савăнăçăн уйрăлми пайĕ пек курăнаççĕ. Вăл вăхăтлăха савăнăç туйăмĕ кÿнипе пĕрлех çынна усал, чăркăш, вĕçкĕн, пакăлти, çапăçакан тăвать, тĕрлĕрен киревсĕр ĕçсем патне илсе çитерет, сывлăха хавшатать. Шел пулин те, çакна эрех-сăра ĕçекен çынсем пачах та сисмеççĕ.

Ĕçекен çын нихăçан та эрех серепине çакланатăп тесе ĕçмест. Нумайăшĕ яланах виçене пĕлсе ĕçетпĕр тесе шутлаççĕ. Çын çулсерен, кашни сăлтавпа алла черкке тытсан эрех ăна хăйĕн тыткăнне илет, алкоголизм чирĕ пуçланать. Унпа чирлес хăрушлăх пурин те пур. Хăшпĕр çынсен вара ку чир уйрăмах питĕ хăвăрт аталанать. Енчен те ашшĕ е амăшĕ алкоголизм чирĕпе чирленĕ пулсан, вăл ачисем çине те куçма пултарать. Хĕрарăмсен, арçынсемпе танлаштарсан, алкоголизм чирĕ хăвăртрах пуçланать тата йывăртарах иртет.

Çакна палăртса хăвармалла: алкоголизм хуть те мĕнле йышши этил спирчĕ ĕçсен те пуçланать. Çак хăрушă чирĕн виçĕ тапхăр. Пĕрремĕш тапхăрĕнче çыннăн ĕçнĕ кунĕсем нумайлансах пыраççĕ, хаяр шĕвекĕн виçи те ÿссех пырать. Пуçра пĕр шухăш - тăтăшах ĕçес килни. Енчен те ĕçекен çын хаяр шĕвекрен хăпма шутламасть пулсан, кунсерен сăлтав шыраса ăна сыпма пуçласан, чир малаллах аталанать. Часах мухмăр пуçланать. Ку вăл - чирĕн иккĕмĕш тапхăрĕ. Ирхине урăлса çитсен çын хăйне япăх туять, унăн питĕ эрех ĕçес килет. Сывă çынсем уявра хаяр шĕвеке ытларах ĕçнĕ пулсан та тепĕр кунне ун пирки аса та илмеççĕ. Алкоголизмпа чирлекенсем вара эрех шырама пуçлаççĕ, ĕçсен хăйсене çăмăлрах туяççĕ. Анчах та ку нумайлăха тăсăлмасть. Кăштах вăхăт иртсен вĕсен сывлăхĕ каллех япăхланать. Ун пек çын хăйне темĕн чухлĕ ыран пачах та ĕçместĕп тесе сăмах парсан та тепĕр кунне алли каллех эрех кĕленчи патнех туртăнать. Çакă вара темиçе эрнене, уйăха тăсăлать.

Этил спирчĕ - питĕ сиенлĕ шĕвек. Ĕçнĕ хыççăн вăл юнпа организмра питĕ хăвăрт сарăлать. Эрех ĕçсенех пуç мимине хăвăрт çитет те нейронсем хушшинчи çыхăнăва пăсать. Çавăнпа çын ÿсĕрĕлсе кайса хăйне тĕрĕс тытма пăрахать, тайкаланма пуçлать. Пĕр хут ĕçни те организма пысăк сиен кÿме пултарать, час-часах эрехпе иртĕхни вара çав тери хăрушă лару-тăру патне илсе çитерет.

Ĕçекенсенчен нумайăшĕ эрех серепине çакланатăп тесе ĕçмест. Анчах та унта хăш вăхăтра тата мĕнле çакланнине хăйсем те сисмеççĕ. Çакна çапла ăнлантарма пулать: эрех-сăра организмра «хаваслăх» туйăмне çуратать. Çавăнпа та кашни ĕçмессеренех çав япаласем сахалланса пыраççĕ. Эрех ĕçсен те вĕсем юна сахалтарах тухма пуçлаççĕ. Хăйĕн кăмăлне эрех ĕçсе лайăхлатма хăнăхнă çын вара каллех ун патне туртăнать. «Кăмăл-туйăм çĕклекен» шĕвек вара ăна ытларах кирлĕ пулать, эрех ĕçес килнĕ кунсем те нумайланса пыраççĕ. Уяв ячĕпе ĕçме пуçланă çын каярахпа эрехсĕр пурăнайми пулать.

Наркăмăшлă шĕвек çынна хăйĕн чури туса хунисĕр пуçне унăн сывлăхне питĕ пĕтерет. Этем организмĕнче эрех сиен кÿмен пĕр орган та юлмасть. Хаяр шĕвек уйрăмах пуç мимине сиенлетет. Эрех серепине лекнĕ çыннăн ăстăнĕ часах арпашăнса каять, вырăсла каласан, «белая горячка» пуçланать.

Пĕвер - организмăн тĕп фильтрĕ. Эрехе юратакансен нумайăшĕн çак орган сиенленет. Чи малтан «жировой гепатоз» чирĕ, унтан вара цирроз аталанма пултарать. Пĕвер циррозĕ - ĕçекенсем пурнăçран вăхăтсăр уйрăлса кайнин сăлтавĕсенчен пĕри. Чĕрепе юн тымарĕсене те эрех питĕ пысăк сиен кÿрет, гипертони, инфаркт тата инсульт пулас хăрушлăх ÿсет. Çавăн пекех эрех ĕçни рак чирĕсем аталанас хăрушлăха та ÿстерет.

Чи хăрушшисенчен тепри вара - эрех ача çуратас сывлăха витĕм кÿни. Çамрăк ашшĕ е амăшĕ çие юлнă вăхăтра эрех е сăра ĕçсен, чăлах та тăнсăр ача çуралас хăрушлăх питĕ пысăк. Эрех ĕçме юратаканшăн ĕçре те, кил-йышра та йывăрлăхсем пуçланаççĕ: ăна ĕçрен кăларса яраççĕ, çемьере килĕшÿ çухалать. Çавăнпа яланах асра тытмалла: эрех - кăмăл-туйăма çĕклекен хатĕр мар, вăл çыннăн пурнăçне, сывлăхне аркатакан шĕвек. Гиппократ та темиçе ĕмĕр каяллах «Ĕçкĕпе иртĕхни - çын хăйĕн ирĕкĕпе ухмаха тухни» тенĕ. Çавăнпа тĕрĕс те урă пурнăç суйласа илсен кăна этем хăйне сывă та тулли пурнăç парнелет.

Е. ЕГОРОВА,

республикăри медицина профилактикин, сиплев физкультурипе спорт медицинин центрĕн тухтăрĕ.

Добавить комментарий

Последние комментарии

Архив материалов

Сентябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4

Праздники