Юрлама та, ташлама та маттур

Категория: В РАЙОНЕ Опубликовано: 18.09.2026, 12:57 Просмотров: 20

Чăваш Ен Пуçлăхĕн Олег Николаевăн проекчĕпе килĕшÿллĕн Варасăр ялĕнчи клубра «Пурнăç тăрăх юрăпа» ятпа пултарулăх каçĕ иртрĕ. Культура ĕçченĕсен тата юрлама-ташлама юратакансен концертне курма халăх йышлă пухăнчĕ. Кашни номер хыççăн тăвăллăн алă çупрĕç ентешсем. Çавăнпа ялти артистсене савăк кăмăл-туйăм парнелерĕç.

Пултарулăх ĕçченĕсем çав каç Варасăр клубĕнче искусствăн мĕнпур тĕсĕ хăйсемшĕн çывăх пулнине кăтартса пачĕç. «Молодушки» вокал ансамблĕпе ялти ачасен «Асамлă ачалăх» юрăпа ташă ушкăнĕ залра ларакансене хăйсен илемлĕ юррисемпе савăнтарчĕç. Ташă ăстисен «Березеньки» коллективĕ «Асамлă ачалăхпа» пĕрле хитре хусканусем туса, çăмăллăн ташласа куракансен кăмăлне çĕклерĕç.

Концертра çавăн пекех сăвăсем те янăрарĕç, шÿтлĕ сценкăсем те пулчĕç. Çакăн пек асра юлмалли кану каçĕ йĕркеленĕшĕн, тунсăхлама паманшăн ял халăхĕ вырăнти артистсене, илемлĕ пултарулăх ĕçченĕсене ăшшăн тав турĕ.

Л. МОТОВА.

Добавить комментарий

Последние комментарии

Архив материалов

Сентябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4

Праздники