Ыйту-хурав

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 22.05.2026, 14:49 Просмотров: 173

Капсула хырăмра ирĕлет

Капсулăри эмелсене мĕнле ĕçмелле/Çăтса яма кансĕр пулнăран эпĕ вĕсене уçатăп. Тен, тĕрĕс мар тăватăп/

И. АЛЕКСАДРОВА.

Капсулăри эмелсен хырăмра ирĕлмелле. Шыв нумай ĕçсе ăна çăтса яма тăрăшăр. Чейпе те, сĕткенпе те, кофепе те мар, пÿлĕмре ларнă шывпа ĕçмелле.Чее е кофене эмел ĕçнĕ хыççăн тепĕр сехетрен кăна ĕçме юрать.

 

Диабетпа чирлисемшĕн усăллă

Диабетпа чирленĕ чухне минерал шывĕ ĕçме юрать-и/ сăмахран, «Славянская», «Ессентуки»...

А. ИВАНОВ.

Инсулин пулма пулăшакан тата углевод ылмашăвне йĕркелекен пĕртен-пĕр минерал шывĕ - 17-мĕш номерлĕ «Ессентуки». Сиплев тĕллевĕ-пе ăна ирхине выçварла 2 стакан ĕçмелле.1 стакан ĕçнĕ хыççăн 30-40 минут тăхтав тумалла.

Сĕлĕ те диабет чухне сахăр шайне пĕчĕклетет. 1 стакан сĕлле 5-6 стакан шывра 50-60 минут хушши вăйлах мар çулăм çинче вĕретмелле. Сăрăхтармалла та ĕçмеле. Шĕвеке холодильникра упрамалла.

Добавить комментарий

Последние комментарии

Архив материалов

Июнь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Праздники