Чăваш Республикин Наци библиотеки çумĕнчи «Варкăш» литература клубĕ çуллахи каникултан тухнăранпа хăй ĕçне малалла тăсать. Юпа уйăхĕнчи тĕлпулура варкăшçăсем Валентин Константиновăн «Ют çын ачи» кăларăмне сÿтсе яврĕç. Вăл нумаях пулмасть Чăваш кĕнеке издательствинче кун çути курнă. Вăрăм çула кĕскетсе автор Куславккаран килсе çитрĕ. Хăтлава «Чăваш кĕнеки» центрăн ĕçченĕ Татьяна Семенова ертсе пычĕ. Вăл прозаик валли ятарласа ыйтусем çырса хатĕрленĕччĕ. Валентин Николаевич экзамента билет туртса кăларнă пек пĕрин хыççăн теприне тĕплĕн хуравларĕ, хăй çинчен каласа пачĕ.
Чăвашра чей те ÿсет
В. Константинов 1958 çулта Вăрнар районĕнчи Туçи Çармăс ялĕнче çуралнă. Çемьери ултă ачаран виççĕшĕн – Валентинăн тата унăн пиччĕшĕпе аппăшĕн – хайлавсем çырас пултарулăх пулнă. Ку вĕсене ашшĕнчен куçнă. Пиччĕшĕпе аппăшĕ çамрăк чухне сăвăсем те шăрçаланă, анчах каярахпа пăрахнă ку ĕçе. Валентин Николаевичăн пиччĕшĕн хĕрĕ кĕнекесем çырать-мĕн. Эппин, пултарулăх йăхран йăха куçса пырать-ха.
– Эпĕ тăваттăмĕш-пиллĕкмĕш классенче кĕске калавсемпе сăвăсем çырма пуçăннă, вĕсене Вăрнар район хаçатне, «Пионер сассине» ярса панă. Калав пичетленетчĕ-и, шÿт-и е сăвă – ун чухне манран телейли çукчĕ пуль. Редакцие çыру ăсатнă хыççăн кун çути курасса кĕтме пулатăн. Почтальона асăрхасан ăна хирĕç утатăн. Хаçат валеçекенскер пирĕн киле каярах çитессине пĕлсех ун патне тÿртен васкатăн. Çав самантсене питĕ лайăх астăватăп, ырăпа аса илетĕп, – терĕ уяв хуçи.
Вăл тăван ялти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулта, Кĕçĕн Кипекри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта пĕлÿ пухнă. Унтан Улатăрти чугун çул транспорчĕн техникумне кĕме, пуйăс машинисчĕ пулма ĕмĕтленнĕ. Анчах килтисем аслă пĕлÿ илме сĕннĕ. Вара каччă И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетне çул тытнă, М.В. Ломоносов ячĕллĕ Мускав патшалăх университетĕ-нчен вĕренсе тухнă. 1982 çултанпа Куславкка районĕн «Ялав» хаçачĕн редакцийĕнче вăй хурать, 1986 çултанпа – тĕп редактор. Журналист пек статья-интервью хатĕрлет-и, литература хайлавĕ çырать-и – Валентин Николаевич ялан мĕн те пулин кăсăкли туртса кăларма тăрăшать. Хăй пурнăçĕнче те савăк самант чылай пулнă. Вĕсенчен пĕри М.В. Ломоносов ячĕллĕ Мускав патшалăх университетĕнче ăс пухнă тапхăрпа çыхăннă.
– Журналистика факультечĕн деканĕ Ясен Николаевич Засурскийччĕ. Вĕренÿ çулĕн пуçламăшĕнче пире, студентсене, деканата чĕнтернĕ. Пăхатăп: Азербайджан каччисем иçĕм çырли йăтса кĕреççĕ, туркменсем – дыньăпа арпус. Манăн, чăваш ачин, декан патне вăл чăвашсем пуррине ĕмĕрлĕх астуса юлтăр тесе мĕн илсе кĕмелле-ши тетĕп. Анне мана пысăк хутаçпа çăка çеçки парса янăччĕ. «Укçуна ан пĕтер, çăка чечекĕнчен вĕретнĕ чей ĕç», – тенĕччĕ. Хайхи Ясен Николаевича ку чăвашсен чейĕ тесе аннен кучченеçне тыттартăм. «Чăвашсен чей çук», – тет декан. «Пур, ÿсет. Ĕçĕр, сире килĕшетех», – терĕм. Кайран тем вăхăт иртсен каллех тĕл пултăм ăна, чей кăмăла кайнипе интереслентĕм. Ăна чăнласах килĕшнĕ-мĕн. «Тавтапуçах! Питĕ тутлă. Эп халь пурне те Чăвашра чей ÿсет тесе калатăп», – евитлерĕ Ясен Николаевич, – кула-кулах каласа кăтартрĕ Валентин Николаевич.
Пĕр-пĕр темăпа çырас-ха тесе нихăçан та тĕллев лартмасть вăл. Ăна яланах мĕнле те пулин пулăм, деталь сĕтел хушшине вырнаçма хистет. «Чăт, тата кăштах чăт…» повеçе çырасси те ăнсăртлăхпа çыхăннă. В. Константинов юлташĕ-пе Пичет кунĕнчи пĕр концертра ларнă. Сцена çине хĕрарăм юрăç тухсан вăл шăрантаракан çаврари сăмахсем – «Чăт, тата кăштах чăт…» – темшĕн пĕлтерĕшлĕ пек туйăннă журналист-çыравçа. Манса кайиччен çийĕнчех çырса хумалла. Анчах ăçта? Алă айĕнче канфет коробки çеç пулнă, ăна çурса илнĕ те çырса хунă. Хут татки вунă çул кĕтсе выртнă. Вăхăт çитсен Маргарита юрăçăн сăнарĕ калăпланнă. Унти ĕç-пуçа пĕтĕмпех шухăшласа кăларнă терĕ автор. «Ют çын ачи» калава хайласси Мускавра универсам умĕнче тăракан арçынна курнинчен пуçланнă. Хуйхăллă çын чирлĕ хĕрне сиплеме укçа ыйтма тухнă-мĕн. Хайлава прозаик «Тĕрĕслĕх» ят панă малтан, редактор сĕннипе вара улăштарнă.
Калаçтарать, тавлаштарать… Маргарита
Кăларăма Галина Антонова редактор пичете хатĕрленĕ.
– «Ют çын ачи» тенинче интрига, шухăшлаттараканни пур. Çавăнпа çапла ят парас терĕмĕр произведение. Унччен Валентин Константиновăн «Кивĕ çăл вăрттăнлăхĕ» кĕнекипе ĕçлеме тÿр килнĕччĕ. Анчах хальхи пĕрремĕшĕнчен те хаклăрах, мĕншĕн тесен ăна кравать çинче ларса редакциленĕ. Урана хуçнăччĕ те, пĕр хушă килтен тухаймасăр ĕçлерĕм. ĕçтешсем корректурăна килсе паратчĕç, илсе каятчĕç. Авторпа телефонпа çыхăнса тăтăмăр, ыйтусене çийĕ-нчех татса параттăмăр. Кĕнеке вăхăтрах тухрĕ, кая юлмарăмăр. Произведенисене икĕ пая уйăрса вырнаçтартăмăр. «Тĕрĕслĕх» калавăн ячĕ кăларăмра тухтăр тесе пĕрремĕш пая «Тĕрĕслĕх пурах тĕнчере!» ят патăмăр. Иккĕмĕшĕ – «Пурнăç мыскарасăр мар», кунта шÿтлĕ калавсем кĕнĕ. Валентин Константинов тăватă кĕнекепех хăйĕн пултарулăхне кăтартса пама пултарчĕ, геройсен психологине тарăн пĕлекен автор пек палăрчĕ. Вулакансем те туяççĕ çакна. Тĕрĕссипе, Маргарита манăн героиня мар, мана ун пеккисем кăмăла каймаççĕ. Повеçĕ вара чăннипех интереслĕ – калаçтараканскер, тавлаштараканскер, – терĕ Галина Алексеевна.
Чăваш кĕнеке издательствин тĕп редакторĕн çумĕ Ольга Федорова В Константиновăн нумай енлĕ пултарулăхне палăртрĕ, хайлавсене мĕн шăнăрласа тăнине кура икĕ ушкăна уйăрнине ырларĕ.
– Çыравçăн чуна пырса тивекен повеçĕсем те, шÿтлĕ калавĕ-сем те пур. Паянхи пурнăçра сиксе тухакан ыйтусене хускатать, тĕрлĕ тема çутатать вăл. Кашни саманта, çын характерне туллин кăтартса парать, чăн пурнăçран илнĕ пулăмсемпех усă курать, – терĕ Ольга Леонидовна.
Арсений Тарасов прозаик тата драматург Валентин Николаевичпа аллă çул каяллах паллашнă-мĕн. Ун чухне Арсений Алексеевич çамрăк Валентинăн хайлавне вуласан ку ачаран тепĕр Валентин Распутин пулать тесе шухăшласа илнĕ. Сăмах май, «Чăт, тата кăштах чăт…» повеçри Аркадий Саттаровăн прототипĕ шăпах А. Тарасов-мĕн. Произведенире тĕл пулакан сăвăсене вăлах çырнă.
Алексей Зотиков тележурналист кĕнекене кăсăкланса вуланине, кăларăмăн ячĕ ăнăçлă пулнине палăртрĕ.
Хăтлав хĕрÿ иртрĕ. Тĕлпулăва пухăннисем пĕр шухăшлăн пулса Валентин Константинова паха кĕнекешĕн тав турĕç, малашне те тухăçлă ĕçлеме хавхалану сунчĕç.
О. ИВАНОВА.
Ноябрь 2025 |
