2018 çултанпа Раççейре, çав шутра Чăваш Республикинчи эпир пурăнакан Куславкка муниципалитет округĕнче те, «Единая Россия» парти пуçарăвĕпе вĕрентÿре «Герой партти» проект пурнăçланса пырать. Вăл паянхи шкул ачисене пурнăçра паттăрлăх кăтартма яланах вырăн пуррине, хамăрăн мăнаçлă çĕршывпа тата унăн паттăрĕсемпе эпир тивĕçлипе мухтанма пултарнине аса илтерет.
Проекта пурнăçланă май Тăван çĕршыв Хÿтĕлевçисен кунĕ умĕн, февралĕн 20-мĕшĕнче, Куснарти вăтам шкулта пысăк пĕлтерĕшлĕ мероприяти иртрĕ – унтан вĕренсе тухнă, Украинăра ятарлă çар операцине хутшăннă Юрий Васильевич Алендеева, Владимир Николаевич Краснова, Иван Петрович Хрисанова асра тытса Герой парттисене уçрĕç.
Пурнăçран вăхăтсăр уйрăлса кайнă çамрăксене сума суса шкула хисеплĕ хăнасем – муниципалитет пуçлăхĕ Алексей Людков, Чăваш Республикин çар ĕç комиссариачĕн представителĕ Алексей Сорокин, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Леонид Пронин, Куснар чиркĕвĕн иерейĕ Николай килсе çитрĕç, сăмах каларĕç.
Уйрăммăн илсен, Алексей Николаевич пирĕн мухтавлă тата аслă Раççей хăйĕн çарĕпе вăйлă пулнине палăртса хăварчĕ.
– 2025 çула пирĕн çĕршывра Çĕршыв хÿтĕлевçин çулталăкĕ тесе палăртрĕç, республикăра вара вăл Çĕнтерÿпе патриотизм çулталăкĕ вырăнĕнче иртĕ. Çĕршыв хÿтĕ-левçисен кунĕ умĕн эпир хамăр округри шкулсенчен вĕренсе тухнисене асăнса Геройсен парттисене уçатпăр. Эпир паян Раççей салтакĕ-сене, ятарлă çар операцийĕнче паттăррăн пуç хунă Куславкка çĕрĕн мухтавлă ывăлĕсене Владимир Краснова, Иван Хрисанова, Юрий Алендеева сума сăватпăр. Вĕсем çĕршыва хÿтĕлесе çарти тивĕçне чыслăн пурнăçланă. Мирпе ирĕклĕ-хшĕн çапăçса хăйсен пурнăçне шеллемен.
Анчах та, шел пулин те, çапăçу вăхăтĕнче çухатусем те пулаççĕ, – терĕ Алексей Николаевич.
Çак хурлăхлă мероприятине хутшăннă ытти официаллă çынсем те хамăр ентешсемпе тивĕçлипе мухтаннине, йывăр çухатăва вĕсен çывăх çыннисемпе тата тăванĕ-семпе пĕрле пайланине, Куснарта çуралса ÿснĕ Паттăрсен тата çĕршыври ытти Геройсен ячĕсем яланах пирĕн асăмра упранассине, ăруран ăрăва куçса пырассине палăртса хăварчĕç.
Вырăнти шкул директорĕ Владислав Шмелев каланă тăрăх, çапăçури çухатусем çинчен калама яланах йывăр, çамрăксем пурнăçран вăхăтсăр уйрăлса кайнине пĕлсе е курса тăма вара икĕ хут йывăртарах...Шел пулин те, Аслă Отечественнăй вăрçă пĕтсен те яш-кĕрĕме Афганистанри, Чечняри, Сирири, Дагестанри çапăçусене хутшăнма тивнĕ, халĕ вара Украинăра ятарлă çар операцийĕ пырать. Мĕн чухлĕ салтак амăшĕпе вĕсен тăлăха юлнă арăмĕсен куççулĕ тăкăнчĕ-ши çак çĕр çине...
Çамрăк армеецсем пĕрин хыççăн тепри хăйсен паттăр ентешĕ-сене аса илчĕç. Тĕслĕхрен, Юрий Алендеев кунтан вĕренсе тухсан Китай чиккинчен инçех мар, Ермаков пограничник заставинче çар службинче пулнă. Унтан таврăнсан тĕрлĕ должноçсенче ĕçленĕ. 2024 çулхи июлĕн 27-мĕшĕнче вăл хăйĕн ирĕкĕпе ятарлă çар операцийĕ пыракан вырăна тухса кайнă. Çав çулах августăн 24-мĕшĕнче мотострелковăй взводăн гранатометчикĕн помощникĕ - стрелок шутланакан 60 çула çывхаракан гварди ефрейтор Юрий Алендеев паттăррăн вилнĕ. Çапăçури паллă ĕçсемшĕн ăна «Хăюлăхшăн» орденпа (вилнĕ хыççăн) наградăланă.
Владимир Краснов та çак ялтах çуралса ÿснĕ. 1985 çултан пуçласа1994 çулччен вырăнти шкулта ăс пухнă, каярах Вăрмарта ДОСААФра вĕреннĕ. Çара кайса килнĕ, матрос пулнă. Ун хыççăн Мускавра тĕрлĕ ĕçре ĕçленĕ.
2023 çулхи кĕркунне Владимир хăйĕн ирĕкĕпе ятарлă çар операцине хутшăнма шутланă, Кăнтăр çар округне лекнĕ, гварди мотострелковăй дивизин инженерипе техника взвочĕн водителĕ пулнă. 2024 çулхи январĕн 12-мĕшĕнче Украинăра çар операцийĕ вăхăтĕнче хăйĕн салтак тивĕçне пурнăçласа Владимир Краснов паттăррăн пуç хунă. Вăл 46 çул тултарнă пулнă.
1998 çулта çуралнă Иван Хрисанов 2013 çулта Куснарти вăтам шкултан вĕренсе тухсан Шупашкарти пĕр техникумра ăс пухнă, каярах çара кайнă, Хабаровск тăрăхĕнчи Бикин хулине лекнĕ. БМП-2 механикĕ-водителĕ шутланнă. Кĕçĕн сержант çар машинине çÿретессипе те, кăнтăрла тата çĕрлехи вăхăтра тĕл перессипе те малтисен шутĕнче пулнă. 2018 çулта çар службинчен тăван килне таврăннă, 2019-2020 çулсенче республикăри уголовлă айăплав системинче прапорщик пулса ĕçленĕ.
2021 çулхи ноябрĕн 13-мĕшĕнче Иван Петрович контракт çырнă та Раççей Федерацийĕн Хĕçпăшаллă Вăйĕсенче (Таджикистан Республикинче) службăра тăма пуçланă. Тепĕр çур çултан ăна Украинăна ятарлă çар операцине янă. Унта нумаях çапăçма тÿр килмен пирĕн ентеше. Донецк Халăх Республикин пĕр ялне ирĕке кăларнă чухне вăл аманнă, Дон çинчи Ростов хулинчи госпитале лекнĕ. Çапăçусенче паттăрлăхпа хăюлăх кăтартнăшăн ăна Суворов медалĕпе наградăланă, сержант званине панă. Госпитальтен тухсан вăл каллех хăй ирĕкĕпе СВОна кайнă, ăна взвод командирĕн заместителĕ пулма çирĕплетнĕ.
Мотострелковăй батальонăн штурмлакан ротин отделени командирĕ Иван Хрисанов 2024 çулхи июлĕн 31-мĕшĕнче Донецк Халăх Республикин территорийĕнче хăйĕн çар тивĕçне пурнăçласа паттăррăн пуç хунă. Вăл 25 çул тултарнă пулнă. Çапăçури паллă ĕçсемшĕн ăна «Хăюлăхшăн» орденпа чысланă.
Çамрăк армеецсем кашни Паттăрăн характерĕнчи ырă енсене асăнчĕç, вĕсем яваплăха туйнине, йĕркеллĕ тата тÿрĕ кăмăллă пулнине, çар тивĕçне чыслăн пурнăçланине палăртрĕç. Геройсен парттисене уçма вырăнти çамрăк армеецсем тивĕçлĕ пулчĕç. Чи малтанах çав парта хушшине ларма шкулта вĕренекенсене, вĕренÿре лайăх паллăсемпе çеç ĕлкĕрсе пыракансене Ульяна Тушниковăна, Екатерина Кладковăна тата Мария Казаковăна ирĕк пачĕç. Вĕсем хăйсен юлташĕсем тата чаплă хăнасем умĕнче Паттăрсене ялан асра тытма тупа турĕç.
Пĕр минутлăх шăплăх... Метроном çеккунтсем шутлать...Куснарта çуралса ÿснĕ хăюллă çар çыннисене асра тытса уçнă парттăсем çине официаллă çынсем, çывăх тăванĕсем пĕрин хыççăн тепри чĕрĕ чечексем хураççĕ...
Кунерти вăтам шкулта та çав кун Раççей Федерацийĕн тата Чăваш Республикин ялавĕсене гимнсем янăранă май вĕренÿре «5» паллăпа кăна ĕлкĕрсе пыракан Анастасия Смолевăпа (5-мĕш класс) вĕренекенсен канашĕн председателĕ, тĕрлĕ шайри конкурссемпе олимпиадăсен çĕнтерÿçи Вероника Артемьева (7-мĕш класс) çĕклерĕç.
Мероприятие ертсе пыракансем ятарлă çар операцине хутшăннă Сергей Алексеевич Львовăн кĕске биографийĕнчи йĕркесене вулаççĕ: вăл 1994 çулхи декабрĕн 27-мĕшĕнче Ырашпулăх ялĕнче çуралнă. 2001 çулхи сентябрĕн 1-мĕшĕнче Кунерти вăтам шкулта 1-мĕш класра вĕренме пуçланă. Вĕренÿре аванах ĕлкĕрсе пынă. Тепĕр 13 çултан ыттисенчен нимпех те уйрăлса тăман каччă ячĕпе шкулта Герой парттине уçасса ун чухне никам та тĕлленмен, паллах...
Кунерти вăтам шкула пĕтерсен Сергей Шупашкарти ялхуçалăх академине вĕренме кĕнĕ. Тепĕр çулталăкран Раççей Хĕçпăшаллă Вăйĕсенче службăра тăма ят тухнă, çарта вăтам танксен командирĕн должноçне тивĕçнĕ.
Украинăра ятарлă çар операцийĕ пуçлансан, 2022 çулхи кĕркунне пирĕн ентеше мобилизаци йĕркипе Раççей Федерацийĕн Хĕçпăшаллă Вăйĕсенче службăра тăма илнĕ. Кĕçĕн сержант мотострелковăй батальонра аслă стрелок шутланнă. 2023 çулхи декабрĕн 14-мĕшĕнче ятарлă çар операцийĕ пынă çĕрте Сергей Алексеевич Львов хăйĕн тивĕçне чыслăн пурнăçласа паттăррăн пуç хунă.Тăван çĕршыв умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн ăна «Хăюлăхшăн» орденпа (вилнĕ хыççăн) наградăланă. Каччă çирĕм саккăрта пулнă.
Герой парттине уçнине халалланă хурлăхлă линейкăна муниципалитет пуçлăхĕ Алексей Людков, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Леонид Пронин, Чăваш Республикин çар ĕç комиссариачĕн представителĕ Алексей Сорокин, Куснар чиркĕвĕн иерейĕ Николай, Геройăн ашшĕ- Алексей Львов, депутатсен район Пухăвĕн депутачĕ Людмила Шулаева, запасри полковниксем Валерий Павловпа Владимир Ларионов, Кунерти территори пайĕнчи ашшĕ-сен канашĕн председателĕ Николай Шулаев хутшăнчĕç. Вĕсем кашни ăру хăйĕн Паттăрĕсемпе мухтанма пултарнине, пурнăçран вăхăтсăр уйрăлса кайнă çар служащийĕсене эпир нихăçан та манас çуккине палăртса хăварчĕç. Шăпах ĕнтĕ çакăн пек хăюллă та хастар каччăсемпе арçынсем çинче тытăнса тăрать те ĕнтĕ Раççей çарĕн мухтавĕ. Шăпах ĕнтĕ çакăн пек Геройсен паттăрлăхне тата вĕсем Тăван çĕршыв умĕнчи яваплăхне туйнине тĕпе хурса воспитани памалла та çамрăк ăрăва.
В. ВОРОБЬЕВА.
Февраль 2025 |