Кунер ялĕнчи библиотека
1936 çулхи октябрĕн 18-мĕшĕнче ялти çамрăксем пуçарнипе Мария Тимофеева çуртĕнче вулав çурчĕ уçнă. Ăна никĕслекенĕ хастар комсомолец Иван Толстов пулнă. Вăрçă вăхăтĕнче 1941 çулхи октябрьтен пуçласа 1945 çулхи ноябрьччен унта Мария Чернова тăрăшнă. Çав çулсем çинчен акă мĕн каласа кăтартнă вăл: «Кĕнекесем сахалччĕ, пурĕ те 300 экземпляр çеç. Каçсерен халăх нумай пухăнатчĕ: çамрăксем кĕнекесем вулатчĕç, ватăраххисем фронтран килекен хыпарсене пĕлме пыратчĕç, эпĕ вĕсене хаçатсенчи статьясене вуласа параттăм. Колхозниксем хăйсен мăшăрĕсенчен е тăванĕсенчен илнĕ çырусемпе паллаштаратчĕç».
1987 çултан пуçласа паянхи кунчченех библиотека Кунерти культура çуртĕнче ĕçлет. 2007 çулхи июнĕн 23-мĕшĕнче ăна моделлĕ библиотека ят пачĕç. 2019 çулта ял тăрăхĕсенчи чи лайăх культура учрежденийĕсене палăртма йĕркеленĕ конкурсра кунерсем «Ялти чи лайăх библиотека» номинацире çĕнтерчĕç.
Ырашпулăхĕнче библиотекăн кĕнекесемпе тивĕçтермелли пункчĕ пур. Библиотека çавăн пекех туристсен «Чарту сăрчĕ – Катĕркассинчи хула ту – «Птичий полет» маршрутĕнче те шутланать. Паянхи куна унăн фондĕнче 10 пин экземпляр ытла.
Анат Шуршури библиотека – Совет Союзĕн Геройĕн Сергей Бутяковăн музейĕ
1971 çулта Туканашри сакăр çул вĕренмелли шкулăн çурчĕ çумне кирпĕчрен тепĕр çурт купаласа туса лартнă та çав çулах унта Анчăккасси ялĕнчи библиотекăн кĕнеке фондне куçарнă. Библиотекарь пулса чи малтан Анфиса Николаевна Тимофеева ĕçленĕ. 2007 çулта библиотека Туканашри пуçламăш шкула куçнă. 2016 çулхи ноябрĕн 18-мĕшĕнче унта Совет Союзĕн Геройĕн С. Н. Бутяковăн музейне уçнă. 2017 çулта вулавăш çурчĕ музей çуртне куçать, 2018 çулта ăна Анат Шуршу ялĕнчи библиотека – Совет Союзĕн Геройĕн Сергей Бутяковăн музейĕ ят параççĕ. 2018 çултанпа унта «Пирĕн ентеш – Совет Союзĕн пĕрремĕш Геройĕ» тĕпчев проекчĕпе ĕçлеççĕ.
2020 çулта республика бюджетĕ-нчен уйăрнă укçа-тенкĕпе сĕтел-пукан туяннă, юсав ĕçĕсем ирттернĕ. Çĕнетнĕ залра тĕрлĕ экспонатсемпе документсем хушшинче «Сталинграда хÿтĕленĕ салтаксен паттăрлăхĕ» ятпа ятарлă уроксем, «Геройсем пур çĕрте» – экскурсисем, «Çырусенчи йĕркесене вулатпăр» истори очеркĕ-сем ирттереççĕ.
Библиотека-музейри фонд 7 пин ытла экземпляр шутланать.
Елчĕк ялĕнчи библиотека
1924 çулта Елчĕкре вулав çурчĕ ĕçлеме пуçланă. 1969 çулта ялта Культура çурчĕ туса лартнă, унăн иккĕмĕш хутне библиотека йышăннă, унччен вăл Яков Иливанов çуртĕнче, «кулак килĕнче», вырнаçнă пулнă.
1974 çулхи мартăн 22-мĕшĕнче пысăк кăтартусем тунăшăн тата халăх ыйтăвне çÿллĕ шайра тивĕçтернĕшĕн ăна «Республикăри чи лайăх библиотека» ят панă. 2006 çулхи декабрĕн 29-мĕшĕнче вулавăш çурчĕ моделлĕ ята тивĕçнĕ. 2022 çулта библиотека ял тăрăхĕ-сенче вырнаçнă чи лайăх культура учрежденийĕсене палăртма йĕркеленĕ конкурсра çĕнтернĕ.
Паянхи куна кĕнеке фончĕ 11 пин ытла экземпляр шутланать. Карач ялĕнчи библиотека
Инвентарь кĕнекинче ун пирки пуçласа 1958 çулхи августăн 22-мĕшĕнче çырса хунă. Унăн пĕрремĕш заведующийĕ Софья Ивановна Федорова пулнă. Вăл малтанлăха Никольски чиркĕвĕн йывăç çуртĕнчен йĕркеленĕ клубра вырнаçнă пулнă. Каярах, ял администрацийĕн икĕ хутлă çуртне туса хурсан, пĕрремĕш хута библиотека йышăннă. 2004 çулхи июлĕн 23-мĕшĕнче ăна моделлĕ ят панă. Çав çулах библиотека çумĕнче «Яковпа Мария Ухсайсем» краеведени музейĕ уçнă. 2010 çулта вăл çĕнĕ экспонатсемпе пуянланнă, çав шутра Мария Ухсайăн «Чудесная вышивальщица» балетĕнче ташланă хĕр тăхăннă пуанты та пур. Музей çĕнелсе пынинче çыравçăсен хĕрĕн Ольга Ухсайăн тÿпи пысăк.
Библиотекăра «Общение» клуб аван ĕçлет, унта талантлă енштешсемпе тĕлпулусем, экскурсисем, выставкăсем, вăйăсем, литературăпа музыка каçĕсем нумай йĕркелеççĕ.
Паянхи куна кĕнеке фончĕ 18 пин ытла экземпляр шутланать.
Аманик ялĕнчибиблиотека
Аманикре вулав çурчĕ правлени, ял канашĕ тата ял клубĕ валли уйăрнă çуртра 1936 çулта ĕçлеме тытăннă. Вулав çурчĕ валли хаçатсемпе журналсем тата пропаганда ĕçне халăх хушшинче туса пыма кирлĕ тĕрлĕ йышши литература çырăнса илнĕ. Унăн пĕрремĕш заведующийĕ пулса Александра Кирилловна Чернова ĕçленĕ. Малтанлăха унта пурĕ 200 кĕнеке шутланнă. Вĕсене Мĕниçырми ялĕнче 1953 çулхи июлĕн 15-мĕшĕнче уçнă библиотекăран илсе килнĕ. 1966 çулта библиотекăра 10 пине яхăн кĕнеке шутланнă.
1968 çулта вулавăш çуртне Аманик ялĕнчи библиотека тесе калама тытăннă, «Республикăри чи лайăх библиотека» ят панă. 2007 çулхи апрелĕн 11-мĕшĕнче вăл моделлĕ ята тивĕçнĕ. 1976 çулхи августра унăн заведующийĕ пулма Павел Михайлович Абукова çирĕплетнĕ. 2012 çулта вăл «В кругу друзей» кĕнеке пичетлесе кăларнă, унта Куславкка районĕнче библиотекăсене хăçан пуçарса янине тата ялти библиотекарьсем çинчен çырса кăтартнă. 2025 çулта Павел Михайлович 80 çулхи юбилейне паллă турĕ.
2019 çулхи октябрĕн 1-мĕшĕнче библиотека Аманикри пуçламăш шкул пулнă çурта куçнă. Паянхи куна унăн фондĕнче 6 пине яхăн экземпляр. Библиотека çумĕнче хĕрарăмсен «Надежда» клубĕ ĕçлет. Унта çÿрекенсемпе православи темипе калаçусем ирттереççĕ, пуринчен те хастартарах вулакансене чысласси, çĕнĕ кĕнекесене тишкересси, викторинăсем йĕркелесси йăлана кĕнĕ. Çавăн пекех унта Аманикрен 1941-1945 çулсенчи Аслă Отечественнăй вăрçа хутшăннă, Сăрпа Хусан чиккисене тунă çынсем, тыл ĕçченĕсем çинчен паха материалсем пухассипе ĕçлеççĕ.
Тĕмшер ялĕнчи библиотека
1895 çулта ял халăхĕн укçи-тенкипе йывăçран чиркÿ туса лартнă. Чылай вăхăт иртсен совет влаçĕ чиркÿ çуртĕнче клуб уçнă, унтах Тĕмшер ялĕнчи бииблиотека ĕçлеме тытăннă.
Вулавăш çуртне кĕнекесемпе тивĕçтерни çинчен инвентарь кĕнекинче чи малтан 1955 çулхи августăн 11-мĕшĕнче çырса хунă. Библиотекăра Елизваета Андреевна Перцева ĕçленĕ. Унтан çичĕ çула яхăн Геннадий Никитич Федоров заведующи пулнă.
Пилешкассинче кĕнекесем паракан пункт уçнă. 1967 çулхи сентябрĕн 4-мĕшĕнче Варасăр ялĕнче библиотека уçăлнă, унăн заведующийĕ пулса Альбина Гавриловна Мишуткина ĕçлеме пуçланă. Анчах та çулсем иртнĕçемĕн библиотекăсен пÿлĕмĕсем кивелсе çитнĕ май вулавăш çурчĕ валли 1967 çулта туса лартнă ача сачĕн çуртне уйăрса панă.
2004 çулхи октябрĕн 14-мĕшĕнче Чăваш Республикин Президенчĕн «Чăваш Республикинчи ялсенче моделлĕ библиотекăсем туса хурасси çинчен» калакан Указĕпе килĕшÿ-ллĕн Тĕмшерти тата Варасăрти библиотекăсене пĕрлештерсе Тĕмшер ялĕнчи библиотека туса хунă. 2018 çулта вăл Чăваш Республикинчи культура учрежденийĕсем хушшинче чи лайăх ялти библиотека ята тивĕçнĕ. Паянхи куна унăн фондĕнче 14 пин ытла экземпляр шутланать.
Кивĕ Тĕрлемес ялĕнчи библиотека
Тĕрлемес ял Совечĕн территорийĕнче вырнаçнă Кивĕ Тĕрлемесре те библиотека ĕçленĕ. 1951 çулхи майăн 1-мĕшĕнчен пуçласа унăн заведующийĕ пулса Тамара Тимофеевна Харитонова тăрăшнă. 1978 çулта вулавăша Воскресени чиркĕвĕ пулнă çурта куçарнă. 2003 çулта библиотекăна моделлĕ ят панă. Унта Кивĕ Тĕрлемесре, Çĕнĕ Тĕрлемесре, Тĕрлемес станцийĕ-нче пурăнакансем пырса çÿреççĕ. Паянхи куна кĕнеке фончĕ 8 пине яхăн экземпляр шутланать.
Тĕрлемес ялĕнчи библиотека
1969 çулта Тĕрлемес станцийĕнчи икĕ хутлă çĕнĕ Культура çуртĕ-нче Тĕрлемес ялĕнчи библиотека уçăлнă. Унăн пĕрремĕш заведующийĕ пулма Людмила Ивановна Чаркинăна çирĕплетнĕ. 1999 çулта ял администрацийĕ йышăннипе библиотекăна «Василек» ача сачĕн иккĕмĕш хутне куçарнă. 2003 çулхи августăн 30-мĕшĕнче ăна моделлĕ ят панă. Ялти библиотека виçĕ пайран тăрать: абонемент, вулав залĕ, информаципе право центрĕ. 2015 çулта Людмила Александровна Павлова библиотекарь «Ял тăрăхĕнче вырнаçнă культура учрежденийĕн чи лайăх ĕçченĕ» конкурс çĕнтерÿçисенчен пĕри пулса тăнă. 2016 çулта Тĕрлемес ялĕнчи библиотека ял тăрăхĕнчи чи лайăх культура учрежденийĕсенчи пĕрин ятне çĕнсе илнĕ.
Хальхи вăхăтра унăн фондĕнче 6 пине яхăн экземпляр шутланать. Унта тĕрлĕ йышши проектсемпе тата программăсемпе ĕçлеççĕ: «Серебряный возраст», «Шăпа кăтартнă йĕркесем...», «Асамлă кăранташ» тата ыттисем те.
Кармăш ялĕнчи библиотека
1972 çулхи январĕн 2-мĕшĕнче «Тюрлеминский» совхоз кантурĕ пулнă çуртра Кармăшра библиотека ĕçлеме тытăнать. Унăн заведующийĕ пулма Светлана Хабибовна Ашрафзяновăна çирĕплетнĕ. 2002 çултан пуçласа библиотека Тутарла çырнă кĕнекесен центрĕ шутланнă. 2004 çулхи мартăн 2-мĕшĕнче библиотекăна моделлĕ ят панă. Вăл ялта пурăнакансемшĕн, уйрăмах çамрăксемшĕн обществăлла вырăн та пулса тăрать. Библиотека çумĕ-нче «Ханум» клуб ăнăçлă ĕçлет, унта «Ку вăл – пирĕн истори...» проект пурнăçа кĕрет. Кармăшсемпе вĕсен хăнисем валли Тутар кĕнекисен кунĕсене, тутарсен çырулăхĕпе арабсен иероглифĕсен мастер-класĕсене, Çăлкуç кунне тата ытти тĕрлĕ мероприятисем йĕркелеççĕ. Хальхи вăхăтра унăн фондĕнче 10 пин экземпляр шутланать.
Майлă самантпа усă курса, вулавăш çурчĕсенче ĕçлекенсене ырми-канми тăрăшнăшăн, хăйсен ĕçне тÿрĕ кăмăлпа туса пынăшăн тата кĕнекесене юратнăшăн ăшшăн тав тăвас килет. Вĕсем çынсене канăç паман ыйтусем çине тĕрĕс хуравлама пулăшаççĕ, аталанма тата ĕмĕтленме хавхалантараççĕ. Библиотекарьсем тăрăшнипех пирĕн вулавăш çурчĕсем паян культурăра пысăк пĕлтерĕшлĕ центрсем пулса тăраççĕ.
А. САВЕЛЬЕВА,
тĕп библиотека методисчĕ.
(Вĕçĕ. Пуçламăшĕ 21-мĕш номерте).
Июнь 2025 |