Çуракине тухас умĕн çанталăк сивĕ тăнине тата час-часах çумăрсем çунине пула ялхуçалăх организацийĕсем кăçал уй-хирти çурхи ĕçсене ытти çулсенчен каярах юлса пуçăнчĕç. Çавăнпа çĕрĕçченĕсем уяр та ăшă çанталăкăн кашни минучĕпе туллин усă курса юласшăн.
Куславкка округĕнчи мĕнпур хуçалăхри пекех «Велес» агрофирмăра та паян хĕрÿ ĕç вĕрет. Пучинке çумĕнчи ĕлĕкхи кайăк-кĕшĕк ферми хыçĕнчи лаптăкра эпир ялхуçалăхĕпе экологи пайĕн начальникĕпе Марта Квасковăпа пулса куртăмăр. Кунта нумай çулранпа ĕçлесе пуян опыт пухнă, районта сухаçăсен ăмăртăвĕнче пĕрре кăна мар палăрнă Андрей Сергеев механизатор хăйне шанса панă МТЗ тракторпа хĕрсех çурхи тулă акатчĕ. Ана хĕрринче паха вăрлăх тиенĕ ГАЗ-53 автомашина тăратчĕ. Унăн водителĕ Владимир Кормилицин «Велес» агрофирмăра кăçалхипе иккĕмĕш çул çуракине хутшăнни çинчен пĕлтерчĕ. Вăл нумай çул хушши Куславккари автофургонсен комбинатĕнче, каярах, тивĕçлĕ канăва тухиччен, ĕçпе юсанмалли колонире водитель пулса тăрăшнă иккен.
Ялхуçалăхĕпе экологи пайĕн начальникĕ Марта Кваскова пĕлтернĕ тăрăх, Çĕрпÿ округĕнче вырнаçнă «Велес» агрофирма пирĕн патра 300 гектар ытларах лаптăкра пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсем, нумай çул ÿсекен курăксем акса ÿстерет.
Марта Юрьевна çавăн пекех акмалли лаптăксен пысăк пайне (68 процент чухлĕ) пирĕн округра пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсем, 23,8 процент- нумай çул тата пĕр çул ÿсекен курăксем, çĕрулми (3 процент), техника культурисем (1,9), пахчаçимĕç (1,8), выльăх апачлĕх (1,5 процент) культурăсем йышăнни çинчен пĕлтерчĕ. Майăн 6-мĕшĕ тĕлне кĕрхи культурăсене 3056 гектар е акнă лаптăксен 77 проценчĕ чухлĕ удобренипе апатлантарнă, çĕртме сухине 1801 гектар лаптăкра (27,7 процент) сÿреленĕ, 960 гектар çинче культиваци тунă.
Уй-хирти çурхи ĕçсен планĕпе килĕшÿллĕн ялхуçалăх организацийĕсенче кĕр тыррисене 3959 гектар çинче апатлантармалла, çĕртме сухине 6500 гектар лаптăкра сÿрелемелле. Çавăн пекех пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене çу кунĕсенче 6445 гектар, техника культурисене 296 гектар акса хăвармалла, çĕрулмипе пахчаçимĕçе 467 тата 188 гектар лартмалла. «Иккĕмĕш çăкăр» пирки калас пулсан, унăн вăрлăхĕ çителĕклĕ - 1334 тонна хатĕрленĕ. Анчах та пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсем çуркунне акса хăварма кирлĕ калăпăшăн 82 проценчĕ чухлĕ кăна пур. Çав шутра: 440 тонна - элита вăрлăх, 1336 тонна - 1-4-мĕш репродукцилли, сортсăр вăрлăх - 32 тонна.
Çак кунсенче «Родина» ялхуçалăх производство кооперативĕнче, «Куснар» тата «Велес» агрофирмăсенче, В.Гуреньковăн хресчен (фермер) хуçалăхĕнче çурхи культурăсем акаççĕ. Майăн 6-мĕшĕ тĕлне пĕтĕмпе 615 гектар, çав шутра 385 гектар тулă, 180 - сĕлĕ, 50 гектар урпа акма ĕлкĕрнĕ.
В. ВОРОБЬЕВА.
Ÿкерчĕк çинче: А. Сергеев тата В. Кормилицин.
Май 2026 |
| Пн | Вт | Ср | Чт | Пт | Сб | Вс |
| 27 | 28 | 29 | 30 | 1 | 2 | 3 |
| 4 | 5 | 6 | 7 | 8
|
9 | 10 |
| 11 | 12 | 13 | 14 | 15 | 16 | 17 |
| 18 | 19 | 20 | 21 | 22 | 23 | 24 |
| 25 | 26 | 27 | 28 | 29 | 30 | 31 |
