Астăвăмăн шурă тăрнисем

Категория: В РАЙОНЕ Опубликовано: 15.05.2026, 14:35 Просмотров: 37

Gnv1 fQK9m5Q4pBk4s5mCV1ggVOsw9w 8rOxoZqhY720cCqU92tWoArv17atPZivyJcMWnX EeRVB Emk1SGbKZx

Аслă Отечественнăй вăрçăра çĕнтернĕренпе 81 çул çитнине халалласа Энтри Пасарĕнчи вăтам шкулта 6-мĕш класра вĕренекенсем директорăн воспитани енĕпе ĕçлекен советникĕ Инна Павлова ертсе пынипе хамăр муниципалитетра иртекен «Астăвăмăн шурă тăрни» патриотизмла акцине хутшăнчĕç.

Çак мероприятие Аслă Отечественнăй вăрçă çулĕсенче паттăррăн пуç хунă мĕнпур салтака асра тытнине кăтартса парас тĕллевпе çулсерен ирттереççĕ. Ун вăхăтĕнче ача сачĕсене çÿрекенсем, шкул ачисем оригами мелĕпе хутран шурă тăрнасем ăсталаççĕ. Вĕсем тĕрлĕ çулсенче çĕршыва хÿтĕлесе вилнĕ çар çыннисен чунĕсем яланах вилĕмсĕр пулнине çирĕплетсе параççĕ.

Акци вăхăтĕнче вĕренекенсем мĕншĕн-ха шăпах шурă тăрнасене астăвăм палли вырăнне йышăнни çинчен пĕлме пултарчĕç, Расул Гамзатовăн пурте килĕштерекен «Журавли» сăввинчи йĕркесене аса илчĕç. Унта шăпах çапла каланă та: «Вăрçă паттăрĕсем çак çĕр çинче выртса юлман, вĕсем шурă тăрнасем пулса çÿл тÿпене вĕçсе кайнă...».

А. ИВАНОВ.

Добавить комментарий

Последние комментарии

Архив материалов

Май 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31

Праздники