Юлашки çулсенче сăвăссем ĕрчесе пыраççĕ. Вĕсем йышăнакан лаптăксем те ÿсеççĕ. Юр кайсанах хĕллехи ыйхăран вăранаççĕ çак пĕчĕк те каварлă, юн ĕмме юратакан сăвăссем. Вĕсем чылай тăрăхра анлă сарăлнă, апрель-октябрь уйăхĕсенче çынсене уйрăмах тапăнаççĕ. Пĕлтĕр çак тапхăрта медицина учрежденийĕсене сăвăс çыртнă 2127çын пынă. Кăçал апрельте икĕ эрне хушшинче 10 çынна шута илнĕ.
Вăрмантан кăна мар, уй-хиртен те çаклатса килме пулать вĕсене. Выçă сăвăссем чĕрчунсемпе çынсен шăршине туйса сукмаксемпе аслă çулсен хĕррине пухăнаççĕ, курăк, тĕм çине пĕр метртан ытла мар çÿллĕшне хăпарса майлă самант кĕтсе лараççĕ. Çынсем иртсе пынă чухне тумтиртен çакланаççĕ, шалалла кĕрсе çара ÿте чи çÿхе тĕлте - хăлха хыçне, хул айне, мăй çине, хырăм çине - тăрăнаççĕ. Çипуçран çакланнă хыççăн вăтамран пĕр сехетрен юн ĕмме пуçлаççĕ. Этем çине лекнĕ сăвăс юн ĕмнипе пĕрле хăйĕн сурчăкĕпе тĕрлĕ çын организмне тĕрлĕрен инфекци чирне пуçарса яракан микробсем, вируссем лектерме пултарать.
Сăвăс ертекен чирсем çинчен Чăваш Республикин Гигиенăпа эпидемиологи центрĕн энтомологĕ Дина Григорьевна АЛЕКСЕЕВА каласа парать:
- Сăвăссем çынна вирус энцефаличĕ (пуç мими шыçни), боррелиоз е Лайм чирĕ, туляреми, Анăç Нил сив чирĕ ертме пултараççĕ. Пирĕн республикăра асăннă списокран кашни çулах сăвăс боррелиозĕпе аптракансене палăртаççĕ. Уйрăммăн илес пулсан, сăвăс вирусĕн энцефаличĕ - инфекци чирĕ, тĕп нерв тытăмне сиенлетет, нумай енлĕ паллăсемпе тата йывăрлăхпа уйрăлса тăрать. Вăл мĕн патне илсе çитерет-ха? Пĕтĕмпех сывалса çитнинчен пуçласа сывлăх сиенленнипе инвалида тухнă е çын вилнĕ тĕслĕхсем те тĕл пулаççĕ. Çавăнпа профилактикăн тĕп тĕллевĕ - сыхлăх мелĕсене кашни çын çирĕп пăхăнни.
Пирĕн республикăра халиччен сăвăс боррелиозĕ кăна тĕл пулнă. Унăн пирвайхи паллисем 5-49 кунран палăрма пултараççĕ. Малтанах çав вырăн хĕрелсе ларать. Чирлĕ çын хăсма пуçлать, пуçĕ ыратнине, шăнтса пăрахнине туять, хăшпĕрисен ÿт температури 40 градус таран хăпарма пултарать. Сайра-хутра (икĕ эрнерен) неврологи енчен улшăнусем пуçланни, пуç мими шыçни, çын çутăран хăрани, ĕнсе мышщисем тăртанни тĕл пулать. Хăшĕ-пĕрин энцефалит паллисем те тухаççĕ. Вĕсем çывăрайми пулаççĕ, астăвăм вăйĕ чакать. Питĕ сайра (чирлисен 8 проценчĕн) кăкăр тĕлĕнчен хĕсни, чĕре ыратни палăрать. Икĕ уйăх (е икĕ çул таранччен) иртсен чир шăмă сыпписене сиен кÿме, сусăрлатма пултарать.
Телее, ку чир пирĕн тăрăхра анлă сарăлман. Пĕлтĕр республикăра 21 çын, виçĕмçул 23 çын сăвăс боррелиозне çаклатнă. Аптраса ÿкнисем Шупашкар, Улатăр хулисенче, Вăрмар, Канаш, Муркаш, Сĕнтĕрвăрри, Çĕмĕрле, Йĕпреç муниципаллă округĕсенче сиенленнĕ.
Çак чирсем çынна хăçан тата мĕнле майпа куçаççĕ? Тĕпрен илсен, сăвăс çын ÿтне тăрăннă хыççăнхи пĕрремĕш минутсенчех. Çыртнă чухне сăвăс сĕлекипе пĕрле сурана энцефалит вирусне тата ыратнине туйтарман япаласем ярать, çавăнпа та çын вăл тăрăнса ларнине сисмет те. Сăвăс юн ĕмекен вырăнта 6-12 сехетрен кăна кĕçĕтме, ыратма тытăнать. Вăрмана каймасăрах чир ертнĕ тĕслĕхсем те сахал мар. Сăвăс кăмпана, чечексене, туратсене, выльăх çăмне, çипуçа çыпăçса килме пултарать. Тăрăннă сăвăса пусса лапчăтсан тата ыратнă ÿте хыçсан вирус юна хăвăрт сăрхăнса кĕрет. Энцефалит вирусĕпе инфекциллĕ качака е ĕне сĕтне вĕретмесĕр ĕçсен, унран хатĕрленĕ тăпăрча, хăймана, турăха çисен те сиенленме пулать. Çавăнпа усă курас умĕн сĕте вĕретмелле.
Сăвăс тăрăнса ларсан мĕн тумалла?
Хăвăртрах çывăхри травматологи пунктне медицина пулăшăвĕ ыйтма каймалла. Май çук пулсан ăна питĕ асăрханса кăлармалла. Çак ĕçе мĕн чухлĕ васкарах тăватăр, çавăн чухлĕ лайăхрах. Сăвăса çапла кăлармалла: çип илмелле, ункăласа çыхмалла, унпа сăвăса ÿте тăрăннă тĕлте çаклатмалла, сехет йĕппи куçнă май çавăра-çавăра кăлармалла. Туртса кăларма юрамасть, унсăрăн сăвăсăн çăварĕн чăрăш евĕр хатĕрĕ мĕнпур инфекципе пĕрле сирĕн ÿтрех юлать. Пинцетпа та усă курмалла мар. Çак кăпшанкăн сĕлеке парĕсем хырăмĕ таранах вырнаçнă, хĕстерсен сĕлеки сирĕн юна юхса тухĕ.
Çыртнă тĕле 70 процентлă спиртпа (оделонпа) е 5 процентлă йодпа дезинфекцилемелле.Сăвăса кăларнă хыççăн алла супăньпе çумалла. Унăн пуçĕ е сăмси татăлсан ÿтре хура пăнчă юлать, ăна 5 процентлă йодпа темиçе хут сĕрмелле.
Сăвăс тăрăннă хыççăн 21 кун хушшинче инфекци паллисене (температура ÿснине, пуç ыратнине, çаврăннине, ăш пăтраннине, хăстарнине) асăрхасан медицина пулăшăвĕпе усă курмалла.
Статистика
Ку таранччен республикăра 44 çын сăвăсран шар курнă, тухтăрсенчен пулăшу ыйтнă. Вĕсен йышĕнче 14-шĕ - ачасем. Шупашкарта кăна 17 çын ÿтне сăвăс кĕрсе ларнă.
Чăваш Республикинчи гигиенăпа эпидемиологи центрĕнче çынсенчен кăларнă 20 сăвăса тĕпченĕ. Иккĕшĕнче боррелиоз тупнă, тепринче - анаплазмоз пуçаракан инфекци.
Май 2026 |
