Чăваш Енри Росреестр специалисчĕсем 2026 çулхи апрельте шута илнĕ куçман пурлăха тишкерсе тухнă. Тишкерÿ вăхăтĕнче пирĕн республика мĕнле çул-йĕрпе аталаннине уççăнах кăтартса паракан тĕлĕнмелле 5 объекта тупса палăртнă.
Вĕсем хăйсен пĕлтерĕшĕпе (мĕн валли туса лартнипе е мĕнле тĕллевпе уçнипе) тата социаллă пĕлтерĕшлĕ пулнипе палăрса тăраççĕ. Тĕслĕхрен, Красноармейски округĕнчи Алманч ялĕнчи 2772 тăваткал метр йышăнакан сĕт-çу ферми, Муркаш округĕнчи Коракасси ялĕнчи аш-какайпа шăмăран çăнăх авăртмалли цех (339 тăваткал метр), Шупашкар округĕнчи Кайри Ункăпуç ялĕнчи сивĕтмелли склад (1480 тăваткал метр), Пăрачкав округĕнчи Кудеиха ялĕнчи 49 вырăнлă Культура çурчĕ (203 тăваткал метр), Шупашкарти Сосновка поселокĕнчи «Волжская деревня» кану базин территорийĕнчи туристсене йышăнмалли çурт.
«Çакнашкал куçман пурлăх объекчĕсем пирĕн ялсем аталанса пынине, çĕнĕ цехсем, складсемпе фермăсем тăва-тăва лартнине кăтартса параççĕ. Культурăллă канасси çинчен те манманни тата туризма аталантарни савăнтарать. Çак çуртсен хуçисем хăйсен ĕмĕчĕсене пурнăçлани, вĕсем Росреестр принципĕпе пурăнни («Туса лартнă - регистрациле») сисĕнет. Вăхăтра шута илнĕ куçман пурлăх объекчĕ ăна пĕр чăрмавсăрах мĕнпур коммунникаципе çыхăнтарма тата унпа саккунпа килĕшÿллĕн усă курма май парать»,- çирĕплетет Росреестрăн Чăваш Республикинчи управленийĕн йĕркелÿ, мониторингпа контроль пайĕн пуçлăхĕ Светлана Андреева.
Чăваш Енри Росреестр специалисчĕсем куçман пурлăхпа усă курмалли право ЕГРНра регистрациленĕ хыççăн кăна вăйра тăни çинчен аса илтереççĕ.
М. ИВАНОВА.
Май 2026 |
