Поэзи кĕтесĕ

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 15.05.2026, 14:30 Просмотров: 24

Тав тăватпăр, пуç таятпăр

 

Савăнатăп, савăнатăп

Майăн тăххăрмĕшĕнче.

Вăхăт-вăхăт кулянатăп -

Хурлăх пур чун варринче.

Савăнатăп çĕнтернишĕн

Вăрçăра фашистсене.

Хурланатăп çухатнишĕн

Анăçра тăвансене.

Чечексем пырса хуратпăр

Хурлăх палăкĕ умне.

Шăп пулса вара тăратпăр

Итлесе çил вĕрнине.

Çĕнтерÿ куççуллĕ, юнлă,

Çухатуллă, кăрсака.

Вăл выртать вут-çулăм урлă,

Ун масарĕ сарлака.

Тав тăватпăр, пуç таятпăр

Çĕнтерсе килнисене.

Ăшшăн, шăппăн асăнатпăр

Вăрçăра сÿннисене...

Михаил АНДРЕЕВ.

Добавить комментарий

Последние комментарии

Архив материалов

Май 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31

Праздники