Пысăк пĕлтерĕшлĕ, чаплă уяв çĕр çинче сахал мар, анчах пуринчен те асли - Çĕнтерÿ кунĕ. Вăл - пирĕн мухтавлă çĕршывăн паттăр халăхĕн сăваплă уявĕ, çавăнпа та ăна кашни килте çулсерен чыслăн паллă тăваççĕ.
Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи Çĕнтерÿпе вĕçленнĕренпе 81 çул çитнĕ май пур çĕрте те, çав шутра Куславкка муниципаллă округĕн территори пайĕсенче те митингсем иртрĕç. Куснарти палăк умне те шарсемпе чечексем йăтнă вырăнти вăтам шкулта вĕренекенсем, учительсем, ял халăхĕ пухăнчĕç. Çĕнтерÿ кунĕ пирĕншĕн уйрăмах çывăх, мĕншĕн тесен вăл халăх пĕрлĕхне, хăюлăхпа паттăрлăха тата Тăван çĕршыва чунтан юратнине çирĕплетсе парать.
Митинга уçнă май малтанах Раççей Федерацийĕн тата Чăваш Республикин гимнĕсем янăрарĕç. Унтан мероприятие ертсе пыракансем - Куснар ялĕнчи библиотекăра ĕçлекен Наталья Плотникова тата вырăнти Культура çурчĕн илемлĕх ертÿçи Яна Шоркина - ку тăрăхра çуралса ÿснĕ каччăсемпе хĕрсем вăйпитти çынсемпе пĕрле хаяр вăрçă вăхăтĕнче мĕнпур фронтра Тăван çĕршыва паттăррăн хÿтĕлени, тылра ырми-канми ĕçлени çинчен каласа пачĕç. Çухатусем пирки те сăмах пычĕ. Аслă Отечественнăй вăрçă вăхăтĕнче пирĕн çĕршыв чăтма çук пысăк çухату тÿснĕ - 27 миллион ытла çыннăн пурнăçĕ вăхăтсăр татăлнă...
Аслă Çĕнтерÿ кунĕ ячĕпе митинга пынисене Куснар территори пайĕн ертÿçи Наталия Будкова саламларĕ. Вăл майăн 9-мĕшĕ пĕтĕм тĕнчери хăрушлăха - фашизма çĕнтернĕ кун пулнине, чăннипех те савăнăç тата хурлăх куççулĕпе тулнă уяв шутланнине палăртрĕ. Çак куна эпир яланах асра тытма, кашни ветерана чыслама тивĕçли çинчен каларĕ. Юлашкинчен пурне те вăрăм ĕмĕрлĕ кунçул, çĕкленÿллĕ кăмăл-туйăм, ырлăхпа телей сунчĕ.
Муниципаллă округăн ялхуçалăх тата экологи пайĕн начальникĕ Марта Кваскова Аслă Çĕнтерÿ кунĕ ячĕпе куснарсене чĕререн саламланă май эпир хамăр халăхăн паттăрлăхне ĕмĕр-ĕмĕр асра тытма, ун çинчен çамрăк ăрăва каласа кăтартма тивĕçлине палăртса хăварчĕ.
Куснарти вăтам шкул директорĕ Владислав Шмелев ветерансене, тыл ĕçченĕсене, тăлăха юлнă салтак арăмĕсене, вăрçă ачисене Çĕнтерĕве куççулĕ витĕр çывхартма пулăшнăшăн ăшшăн тав турĕ. Кашни çыннăн килĕнче яланах лăпкăлăх тата тăнăçлăх хуçаланччăр, терĕ. Вăл çавăн пекех паянхи лăпках мар лару-тăрура, ятарлă çар операцийĕ пынă вăхăтра эпир пĕрлĕхе нихăçанхинчен вăйлăрах хаклама тивĕçли çинче те чарăнса тăчĕ.
Митинга пухăннисем Тăван çĕршывшăн пынă çапăçусенче вăрçă хирĕнче выртса юлнă, киле таврăнсан та йывăр сурансене пула вăхăтсăр пурнăçран уйрăлса кайнă, ятарлă çар операцийĕнчен таврăнайман паттăрсене сума суса пĕр минут шăп тăчĕç, унтан Владислав Шмелевпа Марта Кваскова палăк умне венок, шкулта вĕренекенсемпе ялта пурăнакансем чĕрĕ чечексем хучĕç. Çакăн хыççăн Куснар шкулĕн çамрăк армеецĕсем митинга пухăннисем умĕнчен стройпа тата юрă юрласа илемлĕн утса иртрĕç. Пуçламăш классенче вĕренекенсем вара вăрçă çулĕсене, мирлĕ пурнăçа халалланă сăвăсемпе юрăсем шăрантарчĕç.
Митинг вĕçленеспе Куснарти Культура çурчĕ çумĕнчи «Виртен» вокал ансамбльне çÿрекенсем фронта тухса кайнă каччă çинчен хывнă «Огонек» юрра кăмăла каймалла юрларĕç.
В. ВОРОБЬЕВА.
Май 2026 |
