Историне кашнин пĕлмелле

Категория: В РАЙОНЕ Опубликовано: 05.06.2026, 15:36 Просмотров: 160

экскурси111

Куславкка муниципаллă округĕнчи ялсенчи вулавăшсенче ĕçлекенсем, библиотека ĕçченĕсен профсоюз организацийĕсен хастар членĕсем, хăйсем майăн 27-мĕшĕнче паллă тăвакан професси уявĕн кунĕнче Хусана кайса килме шутларĕç.

Малтанах вĕсем Тутарстан Республикин Наци музейне çитсе курчĕç. Музейри залсенче ирттернĕ экскурси вĕсене кÿршĕллĕ регионăн пуян историйĕпе культури çинчен тата нумайрах пĕлме май пачĕ.

Эпир çавăн пекех кинотеатрта та пултăмăр, унта «Ангелы Ладоги» илемлĕ фильм куртăмăр. Пирĕн халăх тем пекех йывăр условисенче паттăрлăхпа тÿсĕмлĕх кăтартнине çирĕплетсе паракан çак картина пурне те тарăн шухăша ячĕ. Эпир çул тăршшĕпех ун çинчен калаçса пытăмăр. Хамăршăн çакăн пек пĕтĕмлетÿ турăмăр: «Историне кашнин аван пĕлмелле. Эпир те, библиотекарьсем, самана таппинчен юлмастпăр».

А. САВЕЛЬЕВА.

Добавить комментарий

Последние комментарии

Архив материалов

Июль 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

Праздники