Муниципалитет ертÿçи Алексей Людков чрезвычайлă лару-тăрусенчен асăрхаттарас тата вĕсене пĕтерес, пушар хăрушсăрлăхĕпе, хамăр округри шыв тăракан вырăнсенче халăха хăрушсăрлăхпа тивĕçтерес тĕлĕшпе ĕçлекен комиссин анлă ларăвне ирттернĕ.
Унта çуллахи тапхăрта граждансен пурнăçĕпе сывлăхне хÿтĕлессипе çыхăннă чылай ыйтăва сÿтсе явнă. Пушар хăрушсăрлăхне уйрăмах пысăк тимлĕх уйăрнă. Апрелĕн 10-мĕшĕнчен пуçласа Чăваш Енре пушара хирĕç кĕрешмелли режим вăйра тăрать, çавăнпа кăвайтсем чĕртме, кăвар çинче апат хатĕрлеме, çÿп-çап тата типĕ курăк çунтарма юрамасть.
Вĕренÿ çулĕ вĕçленнине, часах шыва кĕмелли тапхăр пуçланнине шута илсе, июнĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа ача-пăча шыв тăракан вырăнта хăйне мĕнле тытнипе ытларах интересленмелле. Çавăн пекех аса илтеретпĕр: çул çитмен ачасен çитĕннĕ çынсемсĕр пĕве, кÿлĕ хĕррине кайма юрамасть. Пушар хăрушсăрлăхĕпе çыхăннă тата шыв тăракан вырăнсенче пулмалли правилăсене пăхăнманшăн граждансене административлă майпа явап тыттараççĕ.
«Инкек куçа курăнса килмест», - теççĕ. Апла пулсан, хуть те хăçан та, хуть те ăçта та яланах тимлĕ пулмалла. Сăмах май, июнĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа пирĕн республикăра 9 пляж тата шыва кĕме ятарласа уйăрнă вырăнсем уçăлнă.
О. МИХАЙЛОВА.
Июнь 2026 |
