Тухтăр пулас ĕмĕтпе

Категория: В РАЙОНЕ Опубликовано: 05.06.2026, 15:33 Просмотров: 38

hPN6wo0KyLfeRG3 zyCXUhVSUeJ6IU9zalQVe3KA2KPEjnw0Ic9LQj7DpKsgUdQKCnhSlrNKZN7O7a45TQ jOmuRВӗсем ялсенчи кадр ыйтӑвне татса пама тивӗҫjpg

Вĕреннĕ вăхăтра сиплев учрежденийĕсенче практикăра пулни студентсемшĕн питех те пысăк пĕлтерĕшлĕ. Пулас медицина ĕçченĕсем теорие лайăхрах пĕлме пултарнипе пĕрлех опыт та пухаççĕ.

Зеленодольскри медицина колледжĕнче иккĕмĕш курсра вĕренекен Антонина Викторова районти И.Е. Виноградов ячĕллĕ тĕп больницăра хплĕ практикăра. «Шкултан вĕренсе тухнă хыççăн эпĕ нумай шутласа тăмасăрах документсене медицина колледжне кайса патăм. Манăн виççĕмĕш сыпăкри аппасем - медицина сестрисем, вĕсемпе пĕртăван - çар тухтăрĕ. Каламасăрах паллă ĕнтĕ, вĕренме пур чухне те çăмăл мар, анчах та питĕ интереслĕ. Колледжра пĕлÿ илнĕ хыççăн медицина енĕпе малалла вĕренесшĕн, онкологи тĕлĕшпе ĕçлекен врач пулма ĕмĕтленетĕп. Тухтăр профессине суйласа илнĕшĕн мана тăвансем ырлаççĕ, хавхалантарма тăрăшаççĕ. Пирĕнпе пĕрле ман асанне пурăнать, эпĕ ăна уколсем тăватăп, юн пусăмне виçетĕп, вăл мана шанать, аллăм çăмăл пулнине палăртать. Тухтăр профессине чи пархатарлисенчен тата уйрăмах кирлисенчен пĕри тесе шутлатăп. Практикăра пулнă май çакна уйрăмах аван туйса илтĕм»,- тет Антонина.

«Вăрăм та хастар пурнăç» наци проекчĕ çамрăксенчен квалификациллĕ кадрсем хатĕ-рлеме май парать. Практикăра пулнă чухне пулас тухтăрсем хăйсем суйласа илнĕ профессипе çыхăннă вăрттăнлăхсене алла илеççĕ. Медицина пулăшăвĕн пахалăхне ÿстересси тата унпа вырăнтах усă курасси - «Единая Россия» партин «Сывлăхлă пуласлăх» проекчĕн тĕп çул-йĕрĕсенчен пĕри. Ăна мĕнле пурнăçланине Чăваш Республикин сывлăх сыхлав министрĕ Лариса Тарасова тĕрĕслесе тăрать.

Аса илтеретпĕр, пирĕн районти И.Е. Виноградов ячĕллĕ тĕп больницăра çамрăк специалистсене ĕçе вырнаçтарас ыйтăва пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Раççейре 2030 çулччен «Земство тухтăрĕ», «Земство фельдшерĕ» программăсем аван ĕçлеççĕ. Вĕсем кадрсен ыйтăвне татса пама тивĕç. 2023 çултан пуçласа пĕчĕкрех ялсенче ĕçлеме килĕшнĕ тухтăрсемпе медицина ĕçченĕсене социаллă тÿлевпе тивĕçтереççĕ. Çак профессие тĕллевлĕ майпа вĕренсе алла илме те пулать. Куславккари И.Е.Виноградов ячĕллĕ тĕп больница сĕннипе паян 12 пулас тухтăр аслă пĕлÿ илет.

Р. КОВАЛЕВА.

Добавить комментарий

Последние комментарии

Архив материалов

Июнь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Праздники