Тăван ялран хакли çук

Категория: В РАЙОНЕ Опубликовано: 05.06.2026, 15:34 Просмотров: 39

V5oMmpHODPyYCaybYBRc38knF4lTvIQI1tJX0AgEGj9MXU0rqW90EV4UNcaOCF5yjM1cIoivJwMh2MWxdRTDY6wQ

Çу кунĕсенче мĕнпур çĕрте тенĕ пекех Ял кунне ирттересси йăлана кĕчĕ. Пăрмасра кăна мар, таврари ялсенче пурăнакансем те, хуларан канмалли кунсенче хăнана килекен ентешсем те çак уява хаваспах хутшăнаççĕ. Çакна ăнланмалла та, мĕншĕн тесен шăпа пире хуть те ăçта илсе çитерсен те, хуть те ăçта тĕпленсе пурăнсан та çуралнă кĕтес яланах асăмра.

Пăрмасри Культура çурчĕ умне палăртнă кун кăçал та халăх йышлă пухăнчĕ.Уява йĕркелекенсем хăнасем валли авалтан пыракан йăла-йĕркене упраса хăварма, çамрăк ăрăва патриотизмла воспитани пама пулăшакан тата спортпа культура пĕлтерĕшлĕ мероприятисем хатĕрленĕччĕ.Çакă ачасене те, çитĕннĕ çынсене те пĕрлештерчĕ. Пĕчĕкреххисем валли тата тÿлевсĕр батут вырнаçтарнăччĕ. Унта сикме хатĕ-ррисем сахал мар пулчĕç.

Пăрмасри Культура çурчĕн илемлĕ пултарулăх ăстисем уяв ячĕпе чаплă концерт кăтартрĕç. Юлия Субакаева илемлĕ юрăсем шăрантарнă хыççăн куракансем чылайччен алă çупрĕç. «Искра» дуэта та тăвăллăн алă çупса тав турĕç. «Мерчен» вокал ансамблĕн пултарулăхне те пысăка хурса хакларĕç пăрмассем. Уява пынă Геннадий Маркиданов патриотизм темипе çырнă юрăсем юрлани вара кашнин чун-чĕрине пырса тиврĕ.

Ял кунĕ хаваслă ташăсемпе вĕçленчĕ.

В. ХРИСТОФОРОВА.

 

Добавить комментарий

Последние комментарии

Архив материалов

Июнь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Праздники