Кăçал çуркунне кая юлса килнипе çĕрĕçченĕсен хальхи вăхăтра иртен пуçласа каçчен уйра пулма тивет. Çавăнпа хирте трактор шавĕ илтĕнсе тăрать. Ялхуçалăх организацийĕсенче çурхи культурăсене вăхăтра акса хăварма тăрăшаççĕ.
Майăн 8-мĕшĕнче эпир «Куснар» агрофирмăна çитсе куртăмăр. Ял хĕрринчи уйра Сергей Козинпа Олег Захаров механизаторсем урпа акатчĕç. Часах хуçалăх агрономĕ Вячеслав Хлебников та вĕсем патне пырса çитрĕ. Вячеслав Александрович пире «Куснар» агрофирмăн ĕçĕ-хĕлĕпе кĕскен паллаштарчĕ. Вăл каланă тăрăх, хуçалăх 1053 гектар лаптăкра нумай çул ÿсекен курăксем, тĕштырăпа пăрçа йышши культурăсем туса илет. Кăçал çуракине тухнăранпа 390 гектар çинче çĕртме сухине сÿреленĕ, акма 242 гектар çинче культиваци тунă. Нумай çул ÿсекен курăксем кунта 378 гектар йышăнаççĕ. Ытти культурăсене илес пулсан, урпа 310 гектар акса хăварма палăртнă, халлĕхе 229 гектар акма ĕлкĕрнĕ. Кукуруза кăçал 104 гектар йышăнĕ, 32 гектар - кĕрхи ыраш.
Хуçалăхра паха вăрлăх та, çунтармалли-сĕрмелли материалсем те, çуракине вăхăтра тата пахалăхлă вĕçлеме кирлĕ техника та çителĕклĕ. Механизаторсем те опытлă. Сергей Козин, тĕслĕхрен, агрофирмăра 7-мĕш çул тăрăшать, Сергей Плотников водитель вара тата та ытларах. Ялхуçалăх производствинче пысăк кăтартусемпе палăрнăшăн, нумай çул хушши тÿрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн Олег Захарова, «Куснар» агрофирма механизаторне, пĕлтĕр Чăваш Республикин Ялхуçалăх министерствин Хисеп грамотипе наградăланă.
В. ВОРОБЬЕВА.
Ÿкерчĕк çинче: С. Козинпа О. Захаров.
Май 2026 |
