Пуриншĕн те ырă тĕслĕх

Категория: В РЕСПУБЛИКЕ Опубликовано: 15.05.2026, 14:38 Просмотров: 33

oabKAXALAIGIXIF2 Nx4l2tfUFVIBXPJHQA6Q7dvpaxf ULFn3QcuQsRF2vcUpk9Ljj5Ap79FtzmydOkP3hr ecy 1

«Чăваш Енĕн 2026 çулхи çулталăк учителĕ» конкурсра пирĕн республикăри сакăр педагог лауреат ятне çĕнсе илнĕ. Вĕсем хушшинче Куславкка округĕн Елчĕк шкулĕнче акăлчан чĕлхипе ÿнер искусствине вĕрентекен Людмила Новикова та пур.

Людмила Ивановна шкулта 17 çул тăрăшать. Педагогика колледжне «Сăнарлă искусство» специальноçпа пĕтернĕ хыççăн вăл Шупашкарти 6 - мĕш вăтам шкулта ИЗО тата черчени предмечĕсене вĕрентнĕ, çавăн пекех 6-мĕш ача садĕнче воспитатель пулса ĕçленĕ. И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университетĕнче алла диплом илсен акăлчан чĕлхин учителĕ пулса тăнă.

Юлашки 5 çулта вăл вĕрентнĕ ачасенчен нумайăшĕ муниципалитет, республика тата Пĕтĕм Раççей шайĕнче ирттернĕ конкурссемпе олимпиадăсене, наукăпа практика конференцийĕсене хутшăннă. Вĕсенчен 91 проценчĕ çĕнтерÿçĕ-семпе призерсен дипломĕсене илме тивĕçлĕ пулнă.

Людмила Ивановна шкулта методика ĕçне хастар хутшăнать. Вăл «Точка роста» центрта йĕркелÿçĕ шутланать, «Атăл хĕрринчи шкул завочĕ» проектпа ĕçлет, «Пĕлÿ» обществăра лекцисем вулать, шкулти ачасемпе çамрăксен «Пĕрремĕшсен юхăмĕн» пуçламăш уйрăмри ĕçĕ-хĕлшĕн яваплă.

Хăйĕн профессине лайăх пĕлнине Людмила Новикова педагогсен ăсталăхĕпе çыхăннă нумай конкурса хутшăннипе çирĕплетсе парать. 2023 тата 2024 çулсенче вăл акăлчан чĕлхине вĕрентекенсен республикăри конкурсĕнче иккĕмĕш вырăн йышăннă, кăçал вара - сăнарлă искусство енĕпе. Пĕлтĕр çавăн пекех хамăр муниципалитет чысне «Класлă класс ертÿçи» конкурсра хÿтĕленĕ, лауреат пулса тăнă.

Добавить комментарий

Последние комментарии

Архив материалов

Май 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31

Праздники