Çĕнтерÿ сиренĕ

Категория: В РАЙОНЕ Опубликовано: 15.05.2026, 14:32 Просмотров: 34

IMG 20260509 072120

Çĕнтерÿ кунĕ умĕн УФСИНăн Чăваш Республикинчи - Чăваш Енри айăплава пурнăçламалли 5-мĕш колонийĕн сотрудникĕ- сем судпа айăпланисемпе пĕрле йăлана кĕнĕ йĕркепе сиреньсем лартмалли патриотизмла акцине хутшăнчĕç.

Сирене халăхра «Çĕнтерÿ чечекĕ» тесе калаççĕ, мĕншĕн тесен 1945 çулхи çуркунне Çĕнтерÿпе киле таврăнакан салтаксене шăпах çак илемлĕ, тутлă шăршăллă тĕмĕсен турачĕсемпе кĕтсе илнĕ. Унтанпа сирень ирĕклĕхшĕн савăннин, мирлĕ пурнăçăн тата нумайранпа кĕтекен тĕлпулăвăн палли пулса тăрать.

Историре тарăн йĕр хăварнă ырă пулăма асра тытса таврана илем кÿрекен тĕмĕсем лартни судпа айăпланисене Тăван çĕршыва юратма, мăн асаттесен паттăрлăхĕпе тата майăн 9-мĕ-шне уявлассипе çыхăннă йăла-йĕ- ркепе мăнаçланма май парать.

Çак кунсенче лартса тухнă сиреньсем вилнĕ паттăрсене халăх яланах асра тытнине кăтартса парĕç, вĕсем çине пăхса çамрăк ăру мирлĕ пурнăçа мĕнле хакпа çĕнсе илнине хаклама пултарĕ.

Т. АВЕРЬЯНОВА.

Добавить комментарий

Последние комментарии

Архив материалов

Май 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31

Праздники