Çарпа патриотизм вăййинче

Категория: В РАЙОНЕ Опубликовано: 22.05.2026, 14:53 Просмотров: 31

P5lb SgYTnS6LPbDJya5kPh9CXqIfVyyReY4tOpMJ6uo KExWX5 arwQy2Irb29U9CWNzKioe5lcWYmUF PfJihr

Иртнĕ эрнекун, майăн 15-мĕшĕнче, Тĕрлемесри вăтам шкул территорийĕнче Пĕтĕм Раççейри «Зарница 2.0» çарпа патриотизм вăййин муниципалитетри тапхăрĕ пулчĕ. Ку мероприятие çавăн пекех кунта ОБЖ предметне вĕрентнĕ Геннадий Федорович Носова та халалларăмăр.

Ăмăртусене округри пĕлÿ паракан учрежденисенче вĕренекенсен командисем хутшăнчĕç, вĕсем хăйсем лайăх хатĕрленнине тата пĕр-пĕрне пулăшма хатĕррине кăтартса пачĕç. Тĕрлĕ тупăшусенче çĕнтерсе, аслă ушкăнрисем хушшинче пĕрремĕш вырăна хулари 3-мĕш вăтам шкул команди йышăнчĕ, иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене Тĕрлемесри тата хулари 2-мĕш вăтам шкулсем тивĕçлĕ пулчĕç. Вăтам çулсенчи ачасен ушкăнĕнче малти вырăнсене Тĕрлемес, Куславккари 3-мĕш тата Энтри Пасар шкулĕсенчи арçын ачасемпе хĕрачасем пĕр-пĕрин хушшинче пайларĕç.

Çĕнтерÿçĕсене тата призлă вырăн йышăннă командăсене кубоксем, палаткăсемпе çывăрмалли хатĕрсем парса хавхалантарчĕç. Ытти шкулсене футбола вылямалли мечĕксем валеçсе пачĕç.

Ку мероприятие ирттерме пирĕн шкулта ОБЖ предметне вĕрентнĕ Геннадий Федорович Носовăн хĕрĕ Наталья Иванкина чылай пулăшрĕ. Çавăнпа та çак кун, маларах асăннăччĕ ĕнтĕ, спорт ăмăртăвĕ иртнипе пĕрлех хăйĕн пурнăçне çамрăксене патриотизм майлă воспитани парассине халалланă Г. Носова та шкулта манманнине аса илтерĕ. Эпир шанса тăратпăр, Геннадий Федоровичăн çутă сăнарĕ вĕренекенсене малашне те çĕнĕ ÿсĕмсем тума хавхалантарĕ.

К. ГУРЕНЬКОВА.

Добавить комментарий

Последние комментарии

Архив материалов

Май 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31

Праздники