Хамăр ентешпе мухтанатпăр

Категория: В РАЙОНЕ Опубликовано: 22.05.2026, 14:43 Просмотров: 32

IMG 20260518 120928 558

Кăçал июнĕн 9-мĕшĕнче Никифор Федорович Мранькка çуралнăранпа 125 çул çитет. Çавна май Тĕрлемесри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта 7-мĕш класра вĕренекенсемпе литература сехечĕ иртрĕ.

Чăваш чĕлхине вĕрентекен П. Семенова презентаци тăрăх ачасене чăваш çыравçин кунçулĕпе, литературăри ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕ. Никифор Мранькка 1901 çулхи июнĕн 9-мĕшĕнче Куславкка районĕнчи Пилешкассинче çуралнă. Ялти пуçламăш шкулта, Мускаври кино сценарисчĕсен курсĕнче вĕреннĕ. Граждан вăрçи вăхăтĕнче Колчака хирĕç çапăçнă.1940 çулта ăна Куславкка райхаçачĕн редакторне лартаççĕ.

1942-1945 çулсенче вăл Аслă Отечественнăй вăрçăра пулнă. Унăн «Элнет» ятлă пĕрремĕш драмине Шупашкарти театр сцени çинче лартнă. Ун хыççăн пирĕн ентеш «Тÿнтерлене хирĕç», «Виççĕшĕ те пĕр калăпран» пьесăсене хайланă. 1954 çултан пуçласа Н. Мранькка литература ĕçĕпе кăна пурăнать. Вăл «Ĕмĕр сакки сарлака» роман çырать.

Çак романпа тĕплĕнрех Тĕрлемес ялĕнчи библиотека ĕçченĕ Людмила Павлова паллаштарчĕ. Унта чăваш халăхĕн пурнăçне, йăли-йĕркине сăнласа панине, вăл совет саманинчи чăваш литературин историпе революци тапхăрне çырса кăтартнă чи лайăх произведени пулса тăнине палăртрĕ, романри сăнарсем çинче чарăнса тăчĕ. Халĕ те халăх юратакан, чи нумай вулакан кĕнекесен шутĕнче пулнине пĕлтерчĕ. Унтан ачасем çыравçă çинчен хаçат-журналта пичетленсе тухнă материалсемпе паллашрĕç.

Юлашкинчен вĕренекенсем викторина ыйтăвĕсем çине хуравларĕç. Вĕсен хуравĕсене хăвăрт тупрĕç. Чи пултаруллисем М. Якимов, Д. Захарова, С. Николаев пулчĕç.

Н. Мранькка пирĕн ентеш пулнишĕн эпир мухтанатпăр.

П. СЕМЕНОВА,

Тĕрлемес шкулĕн учительници.

Добавить комментарий

Последние комментарии

Архив материалов

Май 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31

Праздники