Куславкка округĕнчи Мушар ялĕнче Римма Иннокентьевна Юсова тĕрĕ ăсти пурăнать. Вăл ман аннепе пĕрле вăй хунăран эпĕ ăна аван пĕлетĕп. Римма аппа клуб системинче ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухрĕ. Халĕ кил-тĕрĕшне тирпей-илем кĕртет, пахчаçимĕç ÿстерет, сутма кайма та ÿркенмест.
Римма Иннокентьевна пушă вăхăт пулсанах аллине тĕрĕ канви тытса ларать. Унăн пÿртĕнче залра рамка ăшне вырнаçтарнă тĕрĕсем çакăнса тăраççĕ. Малтанах ман куç алчăраса кайрĕ, хĕрлĕ те кăвак чечексем çурчĕ умĕнчи пахчаринчен те хитререх курăнаççĕ. Питĕ илемлĕ вĕсем, эрешсене ытараймасăр çывăхарах пырса тăтăм. Хĕреслĕ туса тĕрленĕ иккен. Тĕрĕ çиппине тăватшарах хунă пулинех, çавна пула чечекĕсем йĕпкĕн тĕслĕ курăнаççĕ, тĕксĕм тĕссем çутăраххипе черетленсе пыраççĕ те эрешĕсем чĕрĕ пекех пулса тухнă.
- Çулла е çуркунне илемлĕ чечек куç тĕлне пулсан ăна ÿкерсе илетĕп е типĕтетĕп, унтан хут çине куçаратăп та тĕрлеме пуçлатăп. Лавккара çаптарса тунă тĕрĕсем сутаççĕ, вĕсене те туянкалатăп, илемлĕ эрешсемех пулса тухаççĕ.
Римма Иннокентьевнăн ĕç пÿлĕмне кĕтĕмĕр. Хирĕç стена çумне лартнă комод çинче тăрăхла шурă пир çине тĕрленĕ виçĕ салфетка сарса хунă. Кусем - чăваш тĕрĕ ăстисен ĕçĕсене çывăх тĕрĕсем темелле. Шурă пир çинче хĕрлĕпе хура тĕссем ылмашăнса пыраççĕ, хушăран тата сарă тĕс палăрать.
Чÿрече çумĕнче - сĕтел, ун çине сулахайран çутă ÿкет. Римма аппан ĕç вырăнĕ шăпах çакăнта. Сĕтел çинче эпĕ хулăн кĕнеке асăрхарăм. Чăваш халăхĕн тĕрĕ ăстин Евгения Жачеван «Чувашская вышивка» кĕнеки пулчĕ вăл.
- Авалхи чăваш эрешĕсене тĕрлеме вĕренес килет, - сăмахлать Римма Иннокентьевна. - Пĕлменни нумай, çавăнпа кĕнекесĕр йывăртарах.
Римма Юсова хăй вăхăтĕнче Шупашкарта тĕрĕ ăстисен курсĕнче те вĕреннĕ. Унта авалхи тĕрĕсен вăрттăнлăхне самаях ăнкарма пуçланă.
2020 çулта вара тĕрĕ ăсти республикăра пĕрремĕш хут ирттернĕ «Сурпан «Пĕрле» акцие хутшăннă. Ку акцие Чăваш çĕршывĕн тĕрĕçисем нумаййăн хутшăннă. Вĕсем ултă метрлă сурпан тĕрленĕ. Пирĕн ентешĕмĕр Куславкка тăрăхĕн тĕррине сурпан вĕçне тĕрлекенĕ пулнă. Чыслав вăхăтĕнче ытти тĕрĕçсемпе пĕрле Римма Иннокентьевна та сцена çине улăхнă, асăнмалăх сăн ÿкерттернĕ. Ку сăнÿкерчĕке Интернет уçлăхĕнче курсан эпир аннепе Римма аппашăн хытах савăнтăмăр.
Хăй çинчен каласа панă май Римма Иннокентьевна сĕтел сунтăхĕнчен тĕрлĕ салфеткăсем кăлара-кăлара хучĕ. Кунашкал асамлă тĕрĕсене эпĕ халиччен алĕç куравĕ-сенче е музейсенче кăна курнăччĕ. Вĕтĕ-вĕтĕ тĕрре типтерлĕ, майне кура тĕрленĕ, тĕсĕсем ылмашăнса пынипе тĕрĕ чĕрĕлнĕ пек курăнать. Тĕлĕнмелле, çакнашкал илем юнашарах иккен. Çак илеме тăвакан çынни те юнашарах тăрать. Эпĕ Римма аппа çине сăнасарах пăхатăп. Вăл - вăтам пÿллĕ, туллирех хĕрарăм. Сăн-пичĕ çуткам. Куçĕ çутăпа выляса тăрать темелле-ши. Кăвак та симĕс куç хĕлхемĕсем тĕрĕ çине ÿкнĕ...
Римма аппапа сывпуллашса килелле утнă май паянхи тĕлпулу пиркиех шухăшласа пытăм. Тĕрĕ йăли-йĕркине тытса пыракансем пирĕн хушăра сахал мар. Чăваш тĕррин кунне республика шайĕнче паллă тума пуçланăранпа çĕнĕ те çĕнĕ ăстасем çинчен илтетпĕр. Аякка кайма кирлех те мар. Мушар ялĕнчех эпĕ пĕлекеннисем виççĕн. Вĕсен тĕррисене шкула, клуба, тĕрлĕ мероприятисене илсе пырса халăха кăтартаççĕ. Римма Иннокентьевна хĕрачасене тĕрлеме вĕрентмешкĕн те хирĕç мар, вĕсен тĕррисене тĕрлĕ конкурссене яра-яра парать. «Çамрăксем пусăрăнса тĕрлесе ларасшăн мар çав, чăтăмлăх та çитеймест пулĕ вĕсен, е тĕрлес туртăм та çук пулĕ»,- хăйĕн шухăшне пĕлтерет вăл.
Акă хамах илем. Пирĕн килте анне тĕрлет - пушă вăхăт пулсанах хăйĕн юратнă ĕçне тума пуçăнать. Икшер-виçшер сехет тенĕ пек пĕр хускалмасăр тĕрлесе ларать вăл. Ывăнмасть те пулас. Тĕрĕ сĕтелĕ хушшинчен тухсан ай ывăнтăм тенине те, ай-уй шăмшак хытса ларчĕ тенине те илтмен эпĕ. Тĕлĕнмелле, хатĕр тĕрри çине пăхса хăй ăшĕнче телейлĕн кулса илет, куçĕ самантлăха йăлтăр çуталать, сăнĕнче канлĕх палăрать. Мĕн тĕрлерĕ-ши тесе эпĕ анне çумне пырса тăратăп. Тĕрлеме пуçланă çеç иккен, икĕ-виçĕ рет тухнă. Ним интересли те курманнипе пăрăнса утатăп. Тепрехинче анне тĕрленине курса каллех пырса пăхатăп, ĕçе вĕçлемен. Ах, нумай кĕтмелле-çке анне тĕрлесе пĕтерессе...
Анне эпĕ унталла-кунталла çÿренине асăрхарĕ пулас, мана ансăр пир - алшăлли пачĕ. Хĕреслĕ тĕрлеме аппаланса пăхрăм, малтан тĕрлес ĕç чиперех пычĕ, виççĕмĕш кунне тĕрĕ çиппине чăлхалантарса пĕтертĕм, каялла сÿтрĕм, тепре тĕрлерĕм, пирне вараласа пĕтертĕм. Тĕрлеме пуçланă алшăллине те, тĕрĕ çипписене те пуçтартăм та шкафа чиксе хутăм. Хушăран хушă аса илкелетĕп хамăн вĕçлемен ĕçĕме...
«Асамлă, асамлă чăваш тĕрри...» - тесе çырнăччĕ пĕр чăваш сăвăçи. Асамлăхне ăнкартăм ĕнтĕ, асамлăх мехелĕ çитессе кĕтетĕп.
Е. НАУМОВА,
Елчĕк шкулĕнче 11-мĕш класра вĕренекен.
Январь 2026 |
