Республикăра купсасен пурнăçĕпе паллаштаракан кĕнеке пичетленсе тухрĕ. Вăл «История купечества Чувашии» ятлă.
Чăваш Енре купсасен династийĕсем нумай, региона аталантарас енĕпе вĕсен тÿпи чăннипех те пысăк. Хăшĕ-пĕрисем хăйсен ĕçĕ-хĕлне XVII ĕмĕртех тытăннă, вĕсен йышĕнче - Шупашкарти Астраханцевсем, Ефремовсем, Çĕрпÿри Курбатовсем, Куславккари Волчковсем, Забродинсем, Селивановсем, Етĕрнери Таланцевсем, Улатăрти Поповсем, Милютинскисем, Сĕнтĕрвăрринчи Матвеевскисем тата ыттисем те.
XIX ĕмĕр варринче чăваш хресченĕсенчен хăшĕ-пĕрисем тата кăшт каярах тутарсем те предпринимательствăпа ĕçлеме тытăннă. Çăмарта сутса пурăннă П.Д. Селиванов Лондонра суту-илÿ кантурĕ уçнă.
XIX ĕмĕр вĕçнелле - XX ĕмĕр пуçламăшĕнче Чăваш Енпе ют çĕршывсенчи предпринимательсем интересленме пуçланă. Мускавпа Хусан чугун çулне туни 1893 çулта пирĕн региона çĕршывăн ытти кĕтесĕсемпе тата тинĕс порчĕсемпе çыхăнтарнă, суту-илĕве аталантарма май панă. Турцири, Германири, Австрири, Францири, Великобританири тата ытти çĕршывсенчи фирмăсемпе предпринимательсем çăмарта, чăх-чĕп ашĕ, тĕштырă тата экспорт валли ытти тавар нумай туянма пуçланă.
Культурăпа экономика аталанăвĕнче вĕсен тÿпи питех те пысăк. Купсасен укçи-тенкипе промышленность тата суту-илÿ çурчĕсем туяннă, чиркÿсем, библиотекăсем, больницăсем, тăлăх ачасен çурчĕсем уçнă, тытса тăнă. Апла пулин те купсасен историне хальччен тарăннăн та тĕплĕн тĕпчемен иккен.
Библиотекарьсем, Шупашкарти культура ĕçченĕсем, наука сотрудникĕсем, преподавательсемпе студентсем, экскурсоводсем Наци библиотекин кăларăмĕпе унăн пĕчĕк конференц-залĕнче паллашрĕç. Çĕнĕ кĕнеке çинчен наци литературин пайĕн заведующийĕ Галина Соловьева каласа пачĕ.
О. ФЕДОРОВА.
Октябрь 2025 |