Аслă Отечественнăй вăрçă çулĕсенче, пирĕн пурнăçри чи йывăр тапхăрта, чăваш литератури палăрмаллах аталаннă. Писательсем фронтра та, тылра та хăйсен çĕршыв умĕнчи тивĕçне чыслăн пурнăçланă, вĕсен произведенийĕсем нацистла Германие хирĕç кĕрешмелли хăватлă хĕçпăшал вырăнĕнче пулнă. Çавнашкал пултаруллă писательсенчен пĕри Николай Степанович Дедушкин шутланать.
Вăл 1915 çулхи мартăн 28-мĕшĕнче Чĕмпĕр кĕпĕрнине кĕнĕ Пăва уесĕн Альшеево (халĕ Тутарстан Республикин Пăва муниципалитет районĕ) ялĕнче вăтам хресчен çемйинче çуралнă. Николай мĕн пĕчĕкренех ĕçпе пиçĕхсе ÿснĕ. 1930 çулта, вунпиллĕк тултарсан, вăл Теттĕçри çичĕ класлă шкула пĕтернĕ те Хусана куçса кайнă. Каярах Чăваш педагогика техникумне вĕренме кĕнĕ. Учитель профессине алла илнĕ Николай Степанович чăваш халăхне çутта кăларнă Иван Яковлев çуралнă çĕрте Тутар АССРĕн Теттĕç районĕнчи Кăнна Кушки ялĕнче колхоз çамрăкĕсен шкулĕнче тăван чĕлхепе литературине вĕрентме пуçланă. Кунсăр пуçне тата ВЛКСМ Теттĕç райкомĕн пионерсен пайĕн заведующийĕ шутланнă. Çав çулсенчех республикăри хаçатсемпе журналсенче пичетленнĕ, 1934 çулта вара Тутарстанри писательсен пĕрремĕш съездне хутшăннă.
1936 çулта вăл Шупашкара куçса килнĕ. Тăватă çул хушши И. Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институтĕнче (халĕ университет) чĕлхепе литература факультетĕнче ăс пухнă. Аслă шкул пĕтерсен Н. Дедушкина унтах чăваш литературине вĕрентме хăварнă. Çав çулсенче вăл чăваш чĕлхипе литературине вĕрентме республикăри вăтам шкулсем валли хатĕрленĕ учебниксене редакциленĕ.
Унăн литературăпа критика пĕлтерĕшлĕ статйисемпе очеркĕсем пуçласа 1935 çулта пичетленнĕ. Унтанпа чăвашла тата вырăсла тухса тăракан хаçатсемпе журналсенче 100 ытла статья кун çути курнă.
1940 çулхи сентябрьте Н. Дедушкина Хĕрлĕ çара илеççĕ. 20 çул службăра пулнă вăхăтра вăл ахаль салтакран полковника, полк комсоргĕнчен çарпа флотăн политуправленийĕн инструкторне çитет. 1941 çулхи октябрьте КПСС членĕсен ретне кĕрет. Николай Степанович иккĕмĕш Инçет Хĕвелтухăç фрончĕн йышĕнче Япони милитарисчĕсене хирĕç кĕрешет.
Китайри хуласене, çав шутра Харбина ирĕке кăларассишĕн пынă çапăçусене аса илнĕ май, пирĕн ентеш çапла çырнă: «...Хулана чи малтан пирĕн фронтăн авиадесант ушкăнĕсем пырса кĕчĕç. Тепĕр темиçе кунран унта эпир те, 15-мĕш çарăн политпайĕнче тăрăшакансем, çитрĕмĕр. Çĕнĕ Харбин урамĕсенче халăх питĕ нумайччĕ. Кашниех Совет çарĕпе мухтанни çинчен каласа кăтартасшăн. Хула урамĕсенчен пĕринче Китайра пурăнакансен пысăк ушкăнне тĕл пултăмăр. Тумтирĕсем çĕтĕлсе пĕтнĕччĕ, хăйсем улăм шлепке тăхăннăччĕ. Вĕсене кура шеллес килчĕ. Кунта çав çынсем пирки «тÿлевсĕр ĕçлекенсем» тесе пĕлтерчĕç. Вĕсен Японин çĕрме пуянĕсем патĕнче рис ÿсекен уйсенче çулталăкра 6 уйăх таран укçасăр ĕçлемелле иккен. Япони çарне çапса аркатнине илтсен ĕçлеме пăрахсах совет çарĕн салтакĕ-сене кĕтсе илме тухнă...»
Н. Дедушкин Ленинградри офицерсен округсем хушшинчи курсĕсен начальникĕн политпай енĕпе ĕçлекен заместителĕ пулнă. 1956 çулта вăл Совет çарĕн политсоставĕн пĕлĕвне ÿстермелли аслă академи курсне пĕтернĕ. Николай Степанович фронтри хаçатсенче совет халăхĕн хастарлăхĕпе хăюлăхĕ, совет писателĕсен И. Эренбургăн, К. Симоновăн, В. Гончарăн, В. Овечкинăн тата ыттисен паттăрлăхĕ, литературăри пултарулăхĕ çинчен статьясемпе очерксем нумай çырнă. Унăн пултарулăхĕнче 1949 çулта «Дальний Восток» журналта пичетленнĕ «Совет офицерĕн илемлĕ литература произведенийĕсенчи сăнарĕ» уйрăмах пысăк вырăн йышăнать. Унта вăл совет салтакĕсен пĕтĕм вăй-хăватне, Çĕнтерĕве ĕненнине тата Тăван çĕршыв умĕнчи паттăрлăхне уçса парать.
1941-1945 çулсенчи Аслă Отечественнăй вăрçă вăхăтĕнчи çапăçусенче хăюлăхпа палăрнăшăн тата Хĕрлĕ çар ретĕнче службăра хăйне лайăх тытнăшăн Николай Степанович Дедушкина икĕ хутчен Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕпе, II степень Отечественнăй вăрçă орденĕпе тата çичĕ медальпе наградăланă.
Вăрçă пĕтсен пирĕн пултаруллă ентеш 4 çул хушши Байкал леш енчи - Амур çар округĕ-нчи тата Инçет Хĕвелтухăç çарĕсен политуправленийĕсенче ĕçленĕ, Писательсен союзĕн Хабаровскри уйрăмĕн, «Суворовский натиск» хаçат çумĕнчи литература пĕрлешĕвĕн ĕçне хутшăннă.
1950-1960 çулсенче вăл Ленинград округĕнчи çарсенче партипе политика ĕçне туса пынă, СССР Писателĕсен союзĕн Ленинградри уйрăмĕн çарпа илемлĕ литература секцин ĕçне хутшăннă, хаçатсемпе журналсенче чăвашсен вăрçă вăхăтĕнчи тата ун хыççăнхи литературинчи çитĕнÿсем çинчен нумай каласа кăтартнă.
1960 çулта запасри полковник званипе демобилизацилесен, Н. Дедушкин каллех педагогикăна таврăннă, 7 çул хушши Ленинградри 86-мĕш вăтам шкулта директор тата учитель пулса ĕçленĕ. 1964 çулта Николай Степанович «Чăваш литератури Аслă Отечественнăй вăрçă çулĕсенче» темăпа кандидат диссертацине ăнăçлă хÿтĕленĕ. Çав çулах ăна СССР Писателĕсен союзĕн членне йышăннă. Вăрçă вăхăтĕнчи чăваш литературине малалла тĕпченĕ май вăл 1970 çулта «Пăшалпа та, перопа та» ятлă кĕнеке пичетлесе кăларать.
1967 çулхи май уйăхĕнче литература тĕпчевçи Чăваш Республикине таврăнать, ăна Чăваш АССР Писателĕсен союзĕн правленине ертсе пыма шанаççĕ. Вăл Чăваш АССР Верховнăй Совечĕн депутачĕ те, КПСС Чăваш обкомĕн членĕ те пулать. 1971-1994 çулсенче И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн доценчĕ пулса ĕçлет.
Николай Степанович хальхи вăхăтри литература çинчен нумай-нумай кĕнеке çырнă.Вăл çавăн пекех «Чăваш халăх поэчĕ Александр Алга», «Саман уттипе», «Аслă Çĕнтерÿ çулĕ-пе», «Писатель-салтак» ятлă ĕçсен авторĕ те. Совет литературине аталантарас тĕллевпе тăрăшса вăй хунăшăн ăна Чăваш АССР Верховнăй Совечĕн Президиумĕн Хисеп грамотипе, Халăхсен туслăхĕн, «Хисеп Палли» орденсемпе тата ыттисемпе наградăланă.
Николай Степанович Дедушкин нумай вăхăт хушши йывăр чирлесе выртнă хыççăн 1995 çулхи декабрĕн 31-мĕшĕнче пурнăçран уйрăлса кайнă. Вăл 80 çулта пулнă.
Н. САМСОНОВА.
Ÿкерчĕк çинче: А. Емельянов, Н. Дедушкин, М. Юхма, Ю. Семенов (сулахайран сылтăмалла).
Март 2025 |