СССРта Çĕнтерÿ кунне пуçласа 1945 çулта паллă тунă. Ирхине 6 сехетре Юрий Левитан сасси халăха миçе çул хушши чăтайми кĕтекен хыпара – вăрçă вĕçленни çинчен пĕлтернĕ. 10 сехетре çĕрле вара Мускаври мирлĕ тÿпене пиншер тупăран пĕр харăс 30 хут персе çутатнă, салют панă.
Унтанпа 80 çул хушши иккĕмĕш тĕнче вăрçине пула хамăртан çамрăклах уйрăлса кайнă салтаксен çутă сăнарне асра тытнине палăртса митингсем иртеççĕ, юлашки çулсенче вырăнти шкулсенче вĕренекенсем хăйсен аслашшĕсемпе кукашшĕсен, çывăх тăванĕсен портречĕсене йăтса ял урамĕсемпе утса тухаççĕ. Округри мĕнпур ялти пекех, майăн 8-мĕшĕнче емешĕл çулçăллă хурăнсем хушшинче вырнаçнă, Кунер тăрăхĕнчен фронта тухса кайнă, анчах Çĕнтерÿпе каялла таврăнайман арçынсемпе хĕрарăмсене асăнса лартнă палăк умĕнче Аслă Отечественнăй вăрçăра çĕнтернĕренпе 80 çул çитнĕ ятпа митинг иртрĕ.
Унта хутшăннисене уяв ячĕпе Кунерти территори пайĕн пуçлăхĕ Светлана Матанова саламларĕ, Çĕнтерÿ кунĕ – ку вăл чаплă мухтав, çав вăхăтрах пысăк çухату кунĕ те пулнине палăртрĕ. «Çав юнлă çапăçусенче вăхăтсăр пуç хунă салтаксем яланах пирĕн асăмра, вĕсен ячĕсем ĕмĕрех пирĕн чĕресенче упранĕç. Çĕнтерĕве туптанă пирĕн мăн асаттесемпе асаттесем, мăн асаннесемпе асаннесем мĕн тери пысăк йывăрлăх тÿссе ирттернине никам та хăйĕн пурнăçĕнче курман. Курмалла та ан пултăрччĕ», – терĕ.
Муниципаллă округ администрацийĕн пуçлăхĕн экономика тата ялхуçалăх енĕпе ĕçлекен заметителĕ – экономика, инвестици ĕçĕ-хĕлĕ, çĕр тата пурлăх хутшăнăвĕсен пайĕн начальникĕ Геннадий Пушков вара ял халăхне саламланă май çак Çĕнтерĕве мĕн тери пысăк хакпа туптани çинче чарăнса тăчĕ.
– Эпир хамăр халăх иккĕмĕш тĕнче вăрçинче хаяр тăшмана çĕнтерме пултарнипе, çĕнĕ кунпа, хамăрăн паттăр ентешсемпе тивĕçлипе мухтанатпăр. Майăн 9-мĕшĕнче пĕр-пĕрне, пĕлĕшсене, чи малтанах тăшман çарĕсене тĕп тунă паттăрсене, тыл ĕçченĕ-сене саламлатпăр. Шел пулин те, хаяр вăрçă пырса тĕкĕнмен пĕр çемье те çук пирĕн округра, çавăн пекех Кунер тăрăхĕнчи ялсенче те»,– терĕ Геннадий Михайлович.
Çул хыççăн çул иртĕ, халăх пурнăçĕ-нче темĕн тĕрлĕ пулăмсем те пулĕç, анчах та Аслă Отечественнăй вăрçăра туптанă Çĕнтерÿ ĕмĕр-ĕмĕр пирĕн асăмра упранĕ. Çакна палăртса, пурте пĕр минут шăп тăчĕç. Кунерти территори пайĕн пуçлăхĕ Светлана Матанова, вырăнти ашшĕсен канашĕн председателĕ Николай Шулаев, округри депутатсен Пухăвĕн депутачĕ Людмила Шулаева, ятарлă çар операцийĕнчен кĕске вăхăтлăха отпуска килнĕ Петр Медведев палăк умне веноксемпе чĕрĕ чечексем хучĕç.
Унтан Кунерти вăтам шкулти юнармеецсен команди стройпа утса иртрĕ. Сăмах май каласан, майăн 9-мĕшĕнче Куславккара иртнĕ смотрта кунерсене «Çĕнтерме тăрăшнăшăн» номинацире палăртса хăварчĕç.
Çĕнтерÿ кунĕ ячĕпе вырăнти шкулта 4-мĕш класра вĕренекенсем литмонтаж ирттерчĕç. «Сударушка» ансамбле çÿрекенсем вăрçă вăхăтĕнчи юрăсене юрласа пачĕç.
Митинг вĕçленсен те халăх Культура çурчĕ çумĕнчи палăк умĕнчен саланма васкамарĕ. Эпир вăрçă ачипе, Услăх ялĕнче пурăнакан Елена Быркинăпа курса калаçрăмăр. «Пире вăрçă кирлĕ мар, кашни кун пирĕн пуç çинче мирлĕ тÿпе пултăр, ачасен савăнăçлă сасси янăратăр. Вăрçă ахрăмĕ кĕнекесемпе кинофильмсенче кăна юлтăр, пирĕн чĕресенче вара хамăр ентешсен паттăрлăхĕпе мухтавĕ пурăнтăр», – терĕ Елена Павловна.
Хамăрăн мăн асаттесене, асаттесене,1941-1945 çулсенче Аслă Отечественнăй вăрçа хутшăннă, тăван çĕршыв ирĕклĕхĕшĕн çапăçса пуç хунă Совет Çарĕн салтакĕсемпе офицерĕсене, вĕсен тăлăха юлнă арăмĕсене, вăрçă ачисемпе тыл ĕçченĕсене асăнса Карачра та çав кун митинг иртрĕ.
Чаплă уяв ячĕпе палăк умне пухăннисене округри депутатсен Пухăвĕн депутачĕ Эдуард Выйгетов саламларĕ. Вăл хăйĕн сăмахĕнче Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пулнă паттăрсен тата тыл ĕçченĕсен йышĕ çулран çул чакса пынине палăртрĕ. «Çавăнпа пирĕн вĕсене яланах асра тытмалла, вĕсем çинчен çамрăк ăрăва каласа кăтартмалла, вуншар, çĕршер çул иртсен те пире мирлĕ пурнăç парнеленĕ салтаксемпе офицерсене асра тытмалла. Сăрпа Хусан чиккисене шартлама сивĕре туса хунă ватăсемпе çамрăксене, заводсемпе фабрикăсенче кунне-çĕрне пăхмасăр тăрăшнă çынсене, вăрçă хирĕнче пурне те хавхалантарса хаяр тăшмана хирĕç çĕкленнĕ паттăрсене пирĕн нихăçан та манмалла мар, ялан асра тытмалла», – терĕ.
Карачри территори пайĕн пуçлăхĕн тивĕçне пурнăçлакан Елена Плотникова хăйĕн сăмахĕнче майăн 9-мĕшĕ чăннипех те савăнăçлă та хурлăхлă кун пулнине палăртрĕ. Вăл пире мирлĕ пурнăç парнелессишĕн Совет Çарĕн салтакĕсемпе офицерĕсем хăйсен пурнăçне те шеллеменни çинчен каларĕ, çавăнпа çамрăксен çакна ĕмĕр асра тытмаллине палăртрĕ. Елена Геннадьевна çавăн пекех паян ятарлă çар операцине хутшăнакан çамрăксем те часах Çĕнтерÿпе килĕсене таврăнасса шаннине пĕлтерчĕ. Вĕсен ашшĕ-амăшĕсене вара йывăр вăхăтра çĕршыва хÿтĕлеме хатĕр хăюллă та паттăр ывăлсем çуратса ÿстернĕшĕн тав турĕ.
Карачри территори пайĕнчи вăрçă тата ĕç ветеранĕсен канашĕн председателĕ Юрий Петров ялйыша чаплă уяв ячĕпе саламланă май çут тĕнчере çакăн пек хаклă кун урăх çуккине палăртрĕ. Вăл 80 çул каялла пирĕн аттесемпе асаттесем, асаннесемпе аннесем ирсĕр фашистсене çапса аркатса пире чура туса хурасран хăтарни çинчен каларĕ. Çавăнпа та пирĕн вĕсене ĕмĕр-ĕмĕрех мухтас пулать, терĕ. Ветеран ентешсен паттăрлăхĕ çинчен пурне те каласа кăтартмаллине, вĕсен умĕнче эпир ĕмĕр парăмра пулнине аса илтерчĕ.
Округ администрацийĕн ялхуçалăх тата экологи пайĕн пуçлăхĕ Марта Кваскова та совет халăхĕ иккĕмĕш тĕнче вăрçинче çĕнтернĕренпе 80 çул çитни паллă кун кăна мар, пирĕн халăхăн пĕрлĕхĕпе вăйĕн палли пулнине, çавăнпа Тăван çĕршыв ирĕклĕхĕшĕн çапăçса пуç хунă паттăрсене ялан асра тытмаллине палăртрĕ. Вырăнти хĕрарăмсен канашĕн председателĕ Анна Семенова та митинга пынисене Çĕнтерÿ кунĕ ячĕпе ăшшăн саламларĕ. Вăл ветерансене, вăрçă ачисемпе тыл ĕçченĕсене иртнĕ вăрçăра çĕнтернĕшĕн, çамрăк ăрăва мирлĕ пурнăçпа пурăнма май панăшăн чĕререн тав турĕ, вĕсене çирĕп сывлăх. вăрăм ĕмĕр, çывăх çыннисемпе тăванĕсен ăшшине туйса пурăнма сунчĕ. Анна Семеновна фронтра паттăррăн çапăçнă ентешсемпе пĕрлех пирĕн паян ятарлă çар операцине хутшăнакан ентешсене те вăй çитнĕ таран пулăшмалли çинчен каларĕ, мĕншĕн тесен иккĕмĕш тĕнче вăрçинче те, халĕ те Çĕнтерĕве çывхартакансене укçан та, апат-çимĕçпе те пулăшнă.
Çĕнтерĕве çывхартас тесе хăйсен пурнăçне те шеллемен салтаксемпе офицерсене аса илсе карачсем пĕр минут шăп тăчĕç, палăк умне веноксемпе чĕрĕ чечексем хучĕç. Ун хыççăн митинга ертсе пынă вырăнти Культура çурчĕн заведующийĕ Татьяна Смирнова Аслă Çĕнтерÿ Кунĕ ячĕпе пысăках мар концерт хатĕрлени çинчен пĕлтерчĕ, пултарулăх ăстисен юрри-ташшине курса савăнма йыхравларĕ.
В. ВОРОБЬЕВА.
Май 2025 |