Машина юсанă чухне те юрлать

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 28.11.2025, 14:12 Просмотров: 12

image 1

Тĕрлĕ çынпа тĕл пулма тивет. Çак кунсенче Куславкка хулинче юрра-кĕвве кăмăллакан Радий Черновпа паллашрăм. Вулакана унпа паллаштарас килет.

Ача чухнех баян каланă

1991 çулта Куславкка районĕнчи Аманик ялĕнче çуралнăскер мĕн пĕчĕкренпех музыкăпа кăсăкланнă. Виççĕмĕш класрах ашшĕ-амăшĕ ачан пултарулăхне асăрхаса ăна музыка шкулĕнчи баян класне янă. Ку утăм унăн пуласлăхĕнче витĕмлĕ вырăн йышăннă. Вĕрентекенсем çамрăкăн хăйне евĕрлĕ сассине тÿрех асăрханă. 5 çулта вăл баянистсен ансамблĕпе пĕрле тĕрлĕ конкурса хутшăнса малти вырăнсене тухнă. «Халĕ те баян калатăп, анчах тахçантанпах алла тытман», - терĕ Радий.

Елчĕкри вăтам шкултан вĕренсе тухнă хыççăн Чăваш патшалăх культура институтĕ-нче пĕлĕвне ÿстернĕ. Унта вăл хăйĕн пурнăçне музыкăпа çыхăнтарассине татăклăнах палăртнă. 5-мĕш курсра вăл «Янташ» ушкăн йышне кĕнĕ. «Вокала хам тĕллĕн ăса хыврăм. Анатолий Никитин тĕрĕс юрлама вĕрентрĕ. Унăн сĕнĕвĕсене халĕ те асра тытатăп. Владимир Трифонов, Сергей Романов преподавательсем, музыка шкулĕн директорĕ Вера Терентьева та юрлас ăсталăха туптама пулăшрĕç», - аса илчĕ арçын.

«Янташ» ушкăнпа пĕрле вăл Чăваш Республикинчи чылай хулара пулнă, гастрольсемпе регион тулашне те тухса çÿ-ренĕ. «Пушкăрт Республикинче, Мускав, Сургут хулисенче иртнĕ концертсем халĕ те куç умĕнчех, халăх питĕ ăшшăн йышăнчĕ пире», - каласа кăтартрĕ Радий.

Институтран вĕренсе тухсан 2013 çулта Р. Чернов çар ретне тăнă. Самарти мотострелоксен бригадинче служба иртнĕ. 2014 çулхи пуш уйăхĕн 6-мĕшĕнче вĕсене тревогăпа çĕклесе Ростов облаçне полигона янă. Чикĕ леш енне дежурствăна çÿ- ренĕшĕн «Крыма тавăрнăшăн» медале тивĕçнĕ. Хĕсмет хыççăн вăл Куславкка хулинчи Культура çуртĕнче ĕçлеме тытăннă: ял çыннисем валли уявсемпе мероприятисем йĕркеленĕ, сцена çине юрă-кĕвĕпе тухнă.

2020 çулта отпуск вăхăтĕнче вăл такси рулĕ умне ларнă. Çак тапхăр унăн пурнăçне улăштарма витĕм кÿнĕ. Пĕррехинче вăл ĕçпе юсанмалли 5-мĕш колонире ĕçлекен юлташне район центрне леçнĕ. «Калаçу вăхăтĕнче шÿтлесе тенĕ пек: «Сире сотрудниксем кирлĕ мар-и? - тесе ыйтрăм. Чăн та, кирлĕ пулнине пĕлтерчĕ. Çак калаçу хыççăн профессие улăштарма шухăшларăм. Çарпа тухтăр комиссийĕ тата хатĕрленÿ витĕр тухсан кадрсен пайĕн ятарлă çар хатĕрлевĕн тата йышпа ĕçлекен ушкăнăн аслă инструкторне вырнаçрăм. 5 çул тăрăшатăп кунта. Ĕç килĕшет. Манăн тивĕç - кадрсем хатĕрлесси, вĕрентесси, сотрудниксен пĕлĕвне ÿстересси. Çавăн пекех хĕçпăшалпа усă курма хăнăхтаратăп, спорт мероприятийĕсем йĕркелетĕп. Ĕçтешсемпе управленире, регионта иртекен тупăшусене хутшăнатпăр», - калаçăва малалла тăсрĕ Радий Станиславович.

Çамрăк общество ĕçĕнче те хастар. Вăл округри Культура çурчĕн, администрацин, Федерацин айăплава пурнăçлакан службин управленийĕн тата ытти организацисен ĕçченĕсемпе пĕрле концертсене хутшăнать, мероприятисем йĕркелет. «Денис Антипов юрăçпа тачă çыхăну тытатпăр. Унпа пĕрле суд приставĕсене, полиции ĕçченĕ-сене уявпа саламларăмăр. Культура çуртĕнчи пултаруллă артистсене Олег Малова, Лена Ушановăна, Яша Федорова, Ксения Моряшовăна палăртса хăварас килет», - терĕ вăл. Официаллă уявсене хутшăнасси йăлана кĕнĕ. Нумаях пулмасть паллă тунă Халăх пĕрлĕхĕн кунĕнче те хăйĕн пултарулăхĕпе савăнтарнă.

«Кĕмĕл сасă» дипломанчĕ

«Юрă сăмахĕсемпе кĕвви килĕшÿллĕ пулччăр. Вăл чĕре витĕр сăрхăнса тухса итлекенĕн чун хĕлхемне пырса тивмелле. Юрă лайăх янăратăр тесен чи малтанах сăмахĕсем тарăн шухăшлă пулмалла. Эпĕ унашкал кирек хăш юрра та итлеме хирĕç мар. Анчах хальхи авторсем хайлакан пĕлтерĕшсĕр произведенисем пачах килĕшмеççĕ. Шкул çулĕсенче Rammstein каçăхса кайса итлеттĕм.Хальхи вăхăтра партриотпа çыхăннă юрă-кĕвĕ чуна çывăх», - палăртрĕ музыкант.

Музыкăна юратаслăх Радие аслисенчен куçнă. Унăн амăшĕ Елена Валерьевна юрлама кăмăллать, вăл ялти пултарулăх коллективне çÿрет. Аслашшĕпе кукашшĕ - купăсçăсем, асламăшĕпе кукамăшĕн сассисем янăравлăхĕпе палăрса тăнă. Асламăшĕ такмак ăсти те пулнă. Вĕсем тĕрлĕ уява илем кÿнĕ, тамада тивĕçне те пурнăçланă. Радий те мĕн пĕчĕкренех вырăнти пултарулăх коллективĕнче юрланă. Вăл «Кĕмĕл сасă» конкурса хутшăнса икĕ хутчен дипломант пулса тăнă. Ăна Алла Салаева, Юрий Зорин депутатсем Тав хучĕпе чысланă. Çавăн пекех Чăваш Ен Пуçлăхĕн стипендине тивĕçнĕ.

Музыкăсăр пуçне арçын машинăсем юсас ĕçпе аппаланать. «Автомеханика вĕренмен пулсан та унăн «ăшчикне» хамăн пилĕк пÿрне пек пĕлетĕп. Машина туяннăранпах ăна юсаса маçтăра тухрăм пулмалла. Чакаланма пуçласан вăхăт иртнине те сисместĕп», - терĕ вăл,

Радийпе юратнă мăшăрĕ Любовь Сергеевна икĕ ача ÿстереççĕ. Хĕрĕ Ева - 5 çулта, ывăлĕ Лев - виççĕре. Аслисене кура кĕçĕннисем те пултарулăх енĕпе аталанса ÿсеççĕ. «Вĕсене пăхса савăнатăп. Ывăл - юрлать, хĕрĕм ÿкерет: унăн ĕçĕсем стена тулли. Вăл астуса юлнине кĕске хушăрах хут çине куçарса хурать. Кăçал ÿнер шкулĕн эстетика аталанăвĕн кружокне çÿреме пуçларĕ, унта вĕсем ÿкерме хăнăхнисĕр пуçне юрлаççĕ те, актер ăсталăхне те вĕренеççĕ», - пĕлтерчĕ Радий.

Çемьере тăнăçлăхпа лăпкăлăх хуçаланать. Любовь Чернова округ администрацийĕнче ĕçлет. Хĕрарăм спортпа туслă, уйрăмах волейбола кăмăллать. Шкул саккинче чухнех баскетболта, сăнă ывăтассинче, спортăн ытти тĕсĕнче хăйĕн вăйне тĕрĕсленĕ. Волейболистсен командипе пĕрле ăмăртусене хутшăнать, спорт мероприятийĕсем йĕркелет.

«Пурнăçра хамăн вырăна тупни, юратнă ĕç пурри, çывăх çынсем юнашар тата сывă пулни телей кÿрет. Ырă ĕмĕтсем пурнăçа кĕрсе пыни те хавхалантарать», - телей пирки шухăша кайрĕ вăл.

Радий Чернов УФСИН пресс-службин пуçлăхĕ Татьяна Аверьянова ертсе пыракан Чăваш Енри Çĕпĕр трактне тĕпчес ĕçе те хутшăнать.Юрăсем çырас кăмăл пуррине пĕлтерчĕ. Вăл хайланă «Яра пар!» юрра халăх кăмăлласа йышăнать. «Чи пĕлтерĕшли - пурнăçа юратни, ыттисене ырă сунни, пулăшни. Çынлăха çухатмасăр утасчĕ», - çапла сывпуллашрĕ манпа Радий Станиславович.

И. ПЕТРОВА.

«Çамрăксен хаçачĕ».

Добавить комментарий

Последние комментарии

Архив материалов

Ноябрь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30

Праздники