Тăванне те хĕрхенмен

Категория: ПУБЛИКАЦИИ Опубликовано: 28.11.2025, 14:14 Просмотров: 16

Раççей Федерацийĕн Следстви комитечĕн Чăваш Республикинчи следстви органĕсем Куславкка муниципаллă округри пĕр ялта пурăнакан арçын тĕлĕшпе пуçарнă уголовнăй ĕçе тĕпчесе вĕçленĕ.

Ăна РФ Уголовнăй Кодексĕн 105-мĕш статйин 2-мĕш пайĕнчи «д» пунктра пăхнă преступление тунăшăн (уйрăмах тискеррĕн вĕлернĕшĕн) айăплаççĕ.

Следстви органĕсем пĕлтернĕ тăрăх, кăçал майăн 28-мĕшĕнче çак çын, ÿсĕрскер, хăйĕн тăванĕн килĕнче пулнă, унпа вăрçăнса кайнă хыççăн аллине çĕçĕ тытнă та лешне нумай хутчен чике-чике пĕтернĕ. Йывăр сурансене пула тăванĕ кăштах вăхăтран вырăнтах вилсе кайнă.

Следователь çын çине алă хунă преступник айăпне уçса панă, ун хыççăн прокурор айăплава çирĕплетнĕ, уголовнăй ĕçе Чăваш Республикин Верховнăй Судĕнче пăхса тухма ярса панă.

Е. ПОКОРЕВ,

аслă следователь.

Добавить комментарий

Последние комментарии

Архив материалов

Ноябрь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30

Праздники