Пирĕн муниципалитет округĕ 65 яла пĕрлештерсе тăрать. Вĕсенчен нумайăшĕ Куславккари тĕп поликлиникăран чылай аякра вырнаçнă. Вăхăтра тивĕçлĕ пулăшу парас тĕллевпе ялсенчен чылайăшĕнче хальхи пурнăçпа килĕшсе тăракан фельдшерпа акушер пункчĕсем, врачсен амбулаторийĕсем туса лартнă. Медицина учрежденийĕсем çук пĕчĕк ялсенче пурăнакансем çинчен те тухтăрсем манмаççĕ, вĕсем патне куçса çÿрекен ФАП тăтăшах пырса çÿрет.
Куçса çÿрекен фельдшерпа акушер пункчĕ – ку вăл урапаллă медицина кабинечĕ кăна мар, сывлăх сыхлав системинчи çĕршывăн чи инçетри кĕтесĕсенче те медицина пулăшăвĕпе усă курма май паракан пысăк тĕлĕнтермĕш те. Шухăшласа пăхăр-ха: тивĕçлĕ оборудовани вырнаçтарнă мобиллĕ клиника сирĕн кил умне тенĕ пекех пырса чарăнсан, унпа пырса çитнĕ тухтăрсем аякка тухса çÿремесĕрех ялта пурăнакансене квалификациллĕ пулăшупа усă курма сĕнсен, как савăнмĕ/ Унта çавăн пекех гинегологире усă куракан кресло, ЭКГ аппарат, электронлă тараса ?виçе%, çыннăн çÿллĕшне палăртмалли хатĕр та пур. Çакнашкал ФАПра лаборатори тĕпчевĕ-сем ирттерме, юнпа шăка анализ пама та пулать. Куçса çÿрекен фельдшерпа акушер пунктĕнче телекоммуникаци сечĕ пулăшнипе тĕп медицина учрежденийĕсемпе çыхăнса тĕрлĕ специалистсемпе канашлама та май пур.
– Куçса çÿрекен ФАП – тĕп больницăран инçетре вырнаçнă ялсенче пурăнакансен сывлăхне тĕрĕслесе тăма майлă клиника пулнипе пĕрлех тивĕçлĕ пулăшу парас ĕçре те унран лайăххи çук, мĕншĕн тесен пĕчĕк ялсенче ытларах ватлăх енне сулăннă çынсем пурăнаççĕ, тĕп поликлиникăна çитме вĕсене самаях йывăр, – тет Ырашпулăхĕнчи ФАП заведующийĕ Светлана Смолева.
Куçса çÿрекен фельдшерпа акушер пункчĕпе пĕрле муниципаллă округри ялсене тухса çÿрекен мобиллĕ бригада хамăр хулари, ялсенчи организацисемпе учрежденисенче те пулать, вырăнтах диспансеризаци ирттерет. Районти тĕп больницăн куçса çÿрекен ФАПĕ хăйĕн ĕçне «Вăрăм ĕмĕрлĕ те активлă пурнăç» наци проекчĕпе килĕшÿллĕн пурнăçласа пырать. Ку проект халăхăн ĕмĕр тăршшĕне вăрăмлатма, медицина пулăшăвĕн пахалăхне ÿстерме, вилĕм патне илсе çитерекен чир-чĕре хирĕç кĕрешме пулăшасса шанатпăр.
Ялта пурăнакансене вырăнтах тата вăхăтра пĕрремĕш пулăшу парасси – пирĕн умри тĕп тĕллевсенчен пĕри. «Вăрăм ĕмĕрлĕ те активлă пурнăç» наци проекчĕпе килĕшÿллĕн ял халăхĕ профилактика тĕрĕслевĕсенче тăтăшах пулма, анализсем пама, тĕрлĕ йышши вакцинăсемпе уколсем тутарма, хăйсен сывлăхĕ пирки тухтăрсемпе канашласа пăхма пултарать.
Р. КОВАЛЕВА.
Май 2025 |